АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Олимп çулăмĕ çула тухать

11:19 27 сентября 2013 г.

Чăваш Ене хĕллехи ăмăртăвăн палли кăçалхи раштав уйăхĕнче çитĕ. ЧР спорт министрĕ Сергей Мельников эстафетăн маршручĕпе паллаштарнă.

Вăл 30 çухрăм тăршшĕ, Олимп çулăмне тытса пыма 60 ытла спортсмен хутшăнĕ. Факела Маргарита Салдимирова тренер, Вячеслав Акимов биатлонист та тытса чупĕç. Вĕсен йышне Олимп чемпионĕ Владимир Воронков, Лондонра бронза медаль çĕнсе илнĕ Татьяна Архипова тата ыттисем кĕрессе шанаççĕ. Çавăн пекех эстафетăна 300 ытла волонтер хутшăнĕ. Çав кун хула çыннисене республикăри паллă артистсемпе пултарулăх ушкăнĕсем концертсемпе савăнтарĕç.

Акци Мускавра юпа уйăхĕнче старт илĕ, Олимп çулăмне, йăлана кĕнĕ тăрăх, Грецирен илсе килĕç. Олимпиада палли Раççейĕн 180 хули витĕр тухĕ. Олимп вăййисем 2014 çулхи нарăсăн 7–23-мĕшĕсенче иртĕç.

(Хамăр инф.).

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика