АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Эрне тĕллевĕсем пирки калаçнă

09:14 17 сентября 2013 г.

Тунти кун район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче планерка иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеевич Ванерке ертсе пынă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Васильевич Чайкин кĕрхи культурăсене акассин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Паянхи кун вĕсене 2200 гектар (75 процент) çинче вырăн панă. Çĕр улми пуçтарас ĕç малалла пулса пырать. 60 гектар (21 процент) çинче “иккĕмĕш çăкăра” пухса илнĕ.

Нумай хваттерлĕ çуртсене газпа харпăр хăй хутмалла тăвас тĕллевсене пурнăçлаççĕ.

Паян районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулать.

Сентябрĕн 19-мĕшĕнче – Тăвай енре пĕрлехи информаци кунĕ. Унăн темисем: ЧР патшалăхăн социаллă политикине пурнăçламалли мероприятисем; ЧР ĕç тăвакан влаçăн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çул-йĕр куçăмне хăрушсăрлатма, инкексенче çынсем пурнăçран уйрăлассине е аманассине чакарас енĕпе мерăсем йышăнасси; экологи субботникĕсем, йывăç лартмалли тата ялсене тирпей-илем кĕртмелли, çул хĕррисене, масарсене, çулсене тасатмалли кунсем ирттермелли вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен задачисем.

Пирĕн района ЧР Патшалăх Совечĕн Председателĕн çумĕ – экономика политики, агропромышленность комплексĕ тата экологи комитечĕн председателĕ Олег Вадимович Мешков ертсе пыракан ушкăн килет. Информушкăнсем ялсенче пурăнакансемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ, актуаллă ыйтусене хуравлаççĕ.

Сентябрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри “Наци кросĕ–2013” чупу кунĕ иртет.

Районти ятарлă службăсем иртнĕ эрнере мĕнле ĕçлени пирки полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин, надзор ĕçĕсен уйрăмĕн ертÿçи Владимир Михайлов, Тăвайри больницăн тĕп врач çумĕ Татьяна Игнатьева каласа кăтартнă.

Н.АЛЕКСАНДРОВА.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика