АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Прокуратура ĕçченĕсен конференцийĕ

09:59 13 сентября 2013 г.

Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Мускавра прокурорсен Пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн çулленхи конференцийĕ уçăлнă. Вăл авăн уйăхĕн 12-мĕшĕччен пынă. Унта Чăваш Ен прокурорĕ Владимир Метелин та хутшăннă.

Ассоциаци – 150 яхăн çĕр-шыври 250 пин прокурора пĕрлештерекен, политикăпа çыхăнман пĕтĕм тĕнчери организаци. Ăна çĕр-шывсем хушшинчи преступленисен шучĕ хăвăрт ÿснипе, наркотиксен çаврăнăшĕ, саккуна пăсса пухнă услама легализацилесси вăй илнипе туса хунă.

Конференцире преступлени тăвассине хирĕç кĕрешессипе çыхăннă ĕç-хĕле кăна мар, уголовлă суд тĕрĕслĕхĕпе çыхăнман ыйтусене те сÿтсе явнă.

Прокурорсен Пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн 18-мĕш конференцийĕн ĕçĕ пирки эсир Раççей Федерацийĕн Генеральнăй Прокуратурин сайчĕ çинче тата ятарлă Интернет-порталта http""www.iap2013.ru"" паллашма пултаратăр.

О.ЯСТРЕБОВА, район прокурорĕ.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика