АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Халĕ пурнăçламалли ĕçсем

09:36 06 сентября 2013 г.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи Канашĕн анлă ларăвĕ пулса иртнĕ, унта умри тĕллевсене сÿтсе явнă.

Владимир Ванерке васкавлă татса памалли ĕçсенчен нумай ачаллă çемьесемпе тăлăх ачасем валли пурăнмалли çурт-йĕр тăвассине, хутса ăшăтмалли сезона вăхăтра хатĕрленессине уйрăммăн палăртнă, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе районти предприятисемпе учрежденисен ертÿçисене ку тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушнă.

Кĕр аки те тимлĕхре пулмалла.

Сентябрĕн 8-мĕшĕнче 12-мĕш суйлав округĕпе районти депутатсен Пухăвне депутат суйлассипе хушма суйлав ирттересси те эрнери тĕп мероприяти пулса тăрать.

Планеркăра СССР космонавт-летчикне, икĕ хут Совет Союзĕн Геройне А.Г.Николаева асăнса “Советская Чувашия” хаçатăн эстафета чупăвне сентябрĕн 6-мĕшĕнче район шайĕнче, сентябрĕн 22-мĕшĕнче “Пĕтĕм Раççейри “Наци кросĕ–2013” чупăвĕн кунне ирттерессине палăртнă.

2013 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче районти бюджет сферинче ĕçлекенсен уйрăм категорийĕсен ĕç укçине ÿстерни пирки информаци итленĕ.

Г.ЕГОРОВА.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика