АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хушусем панă

09:36 27 августа 2013 г.

Район администрацийĕнчи ĕç эрни яланхи пекех, черетлĕ планеркăран пуçланнă. Ăна администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынă, вăлах умĕнхи эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, хушусем панă.

Ку эрне пĕлтерĕшлĕ мероприятисемпе палăрса тăрать. Чи пирваях, августăн 27-мĕшĕнче, Тăвайри вăтам шкулта районти вĕрентекенсен августри конференцийĕ иртĕ. Çав кунах район администрацийĕн залĕнче граждансене тавралăха сыхлас тата çут çанталăк ресурсĕсемпе усă курас ыйтусемпе йышăнаççĕ. Августăн 29-мĕшĕнче администрацин пĕчĕк залĕнче терроризмпа кĕрешекен комисси ларăвĕ пулать.

Тыр-пула вăраха ямасăр пухса кĕртесси те кун йĕркинчех тăрать.

Кĕр тыррисене те ырана хăварса пымасăр палăртнинчен кая мар акса хăварма тăрăшмалла. Çак ыйтусене планеркăра администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин хускатнă. Администраци пуçлăхĕн çумĕ – строительство, çул-йĕр тата ЖКХ пайĕн начальникĕ Анатолий Алексеев пĕлтернĕ тăрăх, нумай хваттерлĕ çуртсенчи хваттерсене харпăр хăй ăшăтмалла тăвассипе малалла ĕçлеççĕ. Анчах ĕçсене хăвăртлатма çине тăни, ыйтусене вăхăтра татса пани кирлĕ.

Вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнипе вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Семенова тишкерсе тухнă. Пĕр шкулта çав-çавах юсав вĕçленмен. Çавна май администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке ку эрне пĕтиччен юсав ĕçĕсене вĕçлеме çирĕп задача лартнă.

Ятарлă службăсен ертÿçисем иртнĕ эрнери харпăр хăй ĕçĕсемпе информацисем туса панă. Районти больницăн тĕп врачĕ Нина Бурдасова ку вăхăт тĕлне халăхăн 40 проценчĕ диспансеризаци тухнине пĕлтернĕ, ку тĕлĕшпе предприятисемпе учрежденисен ертÿçисен те ытларах тимлемеллине кăтартса панă. Ытти хăш-пĕр информацисене те тишкернĕ.

Г.ЕГОРОВА.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика