Тăван тавралăха сыхламалли çулталăк пулнă май çĕр-шывра “Çут çанталăк экологийĕ – çемье экологийĕ” акци ирттереççĕ. Унăн тĕллевĕ – халăхăн экологи культурине ÿстересси, çут çанталăка, тавралăха, çемьене упрасси.
Акци 4 конкурсран тăрать. “Çемьери Эко-декор” конкурса çут çанталăкри сайра усă куракан, çав шутра ĕçлесе хатĕрленĕ хыççăн юлакан каяшсенчен тунă ĕçсене те, йышăнаççĕ. Ку вăл кил-çурта илемлетмелли те, икебан та, теттесем, тăмран, улăмран тунă япаласем, кивĕ сĕтел-пукана реставрацилени, ландшафт дизайнĕ тĕлĕшпе хатĕрленĕ эко-проектсем те пулма пултараççĕ.
“Эпĕ – манăн кил-çурт – манăн çĕр-шыв” фотоконкурса “ЭКОпозитив”, “ЭКОнегатив” тата “ЭКО–СОЦ плакат” номинацисемпе 4-шар сăн ÿкерчĕкрен е плакатран ытла тăратмалла мар.
Çемье экологийĕн “Эко-туризм” конкурсĕнче 3 тĕп çул-йĕрпе çак номинацисем пур: “Эко-туризм-фото”, “Экологи маршручĕ”, “Çемье туризмĕн дневникĕ”.
“Эко – çемье 2013” проектсен конкурсĕ обществăлла организацисемпе çемьесем тăван тавралăха хÿтĕлессипе пĕрле килĕштерсе ĕçленин опытне тĕпчесе пĕтĕмлетме тĕллев лартать. Унта “Сайра тĕл пулакан çут çанталăк комплексĕсем”, “Çын хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тăван тавралăха сиенлĕ витĕм кÿнипе кĕрешесси”, “Çут çанталăк ресурсĕсене çĕнетесси” тата “Кил-çурт экологийĕ” номинацисене кĕртнĕ.
Конкурссене хутшăнакансенчен заявкăсемпе ĕçсене сентябрĕн 20-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Акцие октябрĕн 11-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ.
Конкурссем çинчен тĕплĕнрех Интернетра http.//www.nok.rgsu.net. сайтра пĕлме пулать.
ЧР Информаци политикин министерстви.