АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Бизнесра ĕçлеме хăнăхтарĕç

09:32 27 августа 2013 г.

Юпа уйăхĕн 22–24-мĕшĕсенче Алтай тăрăхĕнчи Барнаул хулинче Пĕтĕм Раççейри ял çамрăкĕсен слечĕ иртет.

Унăн тĕллевĕ – пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси, ялта пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарас ĕçри çивĕч ыйтусене сирме хăнăхасси, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа çак ĕçе ытларах явăçтарма майсем тупасси. Тĕрлĕ сферăра тăрăшакан предпринимательсем унта хăйсен проекчĕсене тăратма пултараççĕ.

Слетăн теми – “Ял. Çамрăксем. Бизнес”. Мероприяти вăхăтĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарма вĕрентекен ятарлă курссем пулĕç. Çавăн пекех Алтай тăрăхĕнчи ăнăçлă ĕçлекен ялти предприятисемпе паллаштарĕç.

 

ЧР Информполитика министерствин сайтĕнчен.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика