АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ мелпе туллин усă курар

10:32 23 августа 2013 г.

Республикăри влаç органĕсем ведомствăсен хушшинчи электрон хутшăнăвĕсен тытăмĕ (СМЭВ) вăхăта та, пурлăха та перекетленине туйса илчĕç. Ку мелпе утă уйăхĕнче кăна 14 пин çыру ăсатнă. Çĕртме уйăхĕнчипе танлаштарсан – 1,7 хут ытларах. Çакăн çинчен республикăри информаци политикипе массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министрĕ Валентина Андреева пĕлтернĕ.

ЧР Информполитикин министерстви лару-тăрăва татах лайăхлатас тĕллевпе федерацин тата регионсенчи влаç органĕсемпе çыхăну тытма ятарлă инструкци хатĕрленĕ. Нарăс уйăхĕнче it.cap.ru çĕнĕ портал хута кайнă. Сервиса ведомствăсен хушшинчи электрон хутшăнăвĕсен тытăмĕпе усă куракан влаç органĕсенче ĕçлекенсем валли ятарласа йĕркеленĕ. Унта ку енĕпе справка материалĕсене, саккун ăнлантарăвĕсене тупма, ыйтусен статистикипе паллашма, специалистсене ыйту пама пулать.

Асăннă тытăмпа пур çĕрте те туллин усă курмаççĕ-ха. Чылайăшĕ авалхи мелрен (хут çырасси, курьер тытасси т.ыт.те) хăпса пĕтмен. Сăмахран, ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен Пенси фондне электрон хутшăнăвĕсен мелĕпе 38 ыйту кăна çитнĕ. Танлаштарма: çав вăхăтрах федерацин влаç органĕсенчен – 14 пин ытла. 2012 çулхи утă уйăхĕнчен ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем халăха ытти органсенче упранакан документсене ыйтмасăрах пулăшу пама тивĕç. СМЭВ çапла тума май парать те. Ку мелпе паян пирĕн республикăри ĕç тăвакан 15 влаç органĕ, 26 муниципалитет тата 291 ял тăрăхĕ усă курать, патшалăхăн тата муниципалитетăн 96 пулăшăвĕпе тивĕçтерет.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика