АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тупма пулăшасчĕ

10:32 23 августа 2013 г.

Редакцие электрон почтипе Ленинград облаçĕнчи Выборг районĕнчи “Каменногорск хула тăрăхĕ” муниципалитет йĕркеленĕвĕн администрацийĕнчен çыру çитрĕ. Автор 1941 çулта Ленинградшăн пынă йывăр çапăçура пуç хунă, Çĕрпÿ районĕнче 1911 çулта çуралнă Илья Петрович Петровăн çывăх çыннисемпе тăванĕсене тупасшăн.

2011 çулхи çуркунне Кирву лапамĕ çывăхĕнче (халĕ Свободное поселок) вилнĕ çар çыннисене пытарнă, анчах ниçта та шута илмен масара тупнă. Унта пытарнисен хушшинче пирĕн ентеш – Илья Петрович Петров – пур.

И.Петров çемйи вăрçăччен Çĕрпÿ районĕнчи Первомайски ял тăрăхне кĕрекен Тепикассинче пурăннă. Илья Петрович мăшăрĕ – 1910 çулта çуралнă Вера Андреевна – 1941 çулхи нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче вилнĕ. Икĕ хĕрĕ – Юлия Ильиничнăпа (1936 çулхи ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă) Валентина Ильинична (1938 çулхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ) – тăлăха юлнă. Волонтерсен шухăшĕпе – ашшĕ-амăшне çухатнă хĕр ачасене Çĕрпÿри ача çуртне вырнаçтарма пултарнă.

Валентинăпа Юлия çинчен мĕн те пулин пĕлекенсене Каменногорск хула тăрăхĕн администрацийĕн çар учечĕпе ĕçлекен Елена Степановна патне (кĕсье телефонĕн номерĕ – 89217564839) çыхăнма е электрон почтăпа (адресĕ – golos 2003@mail.ru) çыру ăсатма сĕнеççĕ.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика