АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çул çинчи куçăм – ачасен куçĕпе

10:10 20 августа 2013 г.

Наци библиотеки тата ача-пăча писателĕ, тĕнчери тата Раççейри конкурссене тăтшах хутшăнакан Елена Светлая (проект авторĕ) “Чăваш Енри çамрăк çурран çÿрекенсем” социаллă проект тăратнă. Вăл çул-йĕр куçăмĕн йĕркисене сарассипе тата çул-йĕр инкекĕнчен сыхланассипе çыхăннă.

Çав тĕллевпе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерме палăртнă. Вĕсенчен пĕри – “Çул çинчи куçăм йĕркисем – ачасен куçĕпе” республикăри конкурс, вăл 2013 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçланать. Республикăра пурăнакан 5 çултан аслă мар ачасем конкурса сăвăсем, калавсем, такмаксем, ÿкерчĕксем, кулăшсем, стена хаçачĕсем тата ытти пултарулăх ĕçĕсем тăратма пултараççĕ. Тĕрлĕ номинацисем кашни ачан пултарулăхне туллин шута илме май параççĕ.

ЧР Культура министерствин сайтĕнчен.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика