АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юбилея халалласа – конкурс

10:31 13 августа 2013 г.

Шупашкар хулине 550 çул çитнине халалласа хула администрацийĕ уявăн чи лайăх эмблеми-символне хатĕрлес енĕпе конкурс ирттерет. Унта дизайнерсем, архитекторсем, ÿнерçĕсем, творчествăлла аслă шкулсемпе училищĕсен студенчĕсем тата ытти уйрăм çынсем хутшăнма пултараççĕ.

Хулан 550 çулхи юбилейне сăнласа паракан эмблема-символăн проектне хатĕрлемелле. Унта хутшăнма кăмăл туни çинчен калакан заявка тата эскиз проекчĕ ярса памалла. Эскиз проектне çак япаласене кĕртме пулать:

–Шупашкар тематикин элеменчĕсем:

–тĕрлĕ материалсенчен тума пулакан символика формисем;

–кĕске текстсем (эмблема-символ текстсăр та пулма пултарать).

Эскиз проектĕнче эмблема-символăн хура-шурă тата тĕрлĕ тĕслĕ ÿкерчĕкĕ, ăнлантаракан текст пулмалла.

Пур графика материалне те АЗ форматпа, 50х50 сантиметрлă планшетпа çак адреспа ярса памалла: Шупашкар хули, Карл Маркс урамĕ, 36, 408 кабинет. Çавăн пекех kult@gcheb.cap.ru электрон почтăпа яма пулать. Кун пек чухне авторăн электрон адресне палăртма манмалла мар.

Ĕçсене пурне те сасăлав валли Шупашкар хулин официаллă сайтне (www.gcheb.cap.ru) вырнаçтараççĕ.

Конкурса 2013 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Çĕнтерÿçе 50000 тенкĕлĕх преми парса хавхалантараççĕ. Лайăх енчен палăрнă ĕçсене Раççейри дизайн журналĕсенче пичетлеме сĕнеççĕ.

Конкурс положенийĕпе Шупашкар хулин официаллă сайтĕнче паллашма пулать.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика