АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ку вăхăтри хĕрÿ ĕçсемпе

10:30 13 августа 2013 г.

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке администрацири структура подразделенийĕсен, федераллă тата республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен вырăнти филиалĕсен, районти предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе эрнелĕх ĕç планерки ирттернĕ, умĕнхи эрнери ĕçсене пĕтĕмлетсе хальхи валли задачăсем лартнă.

Малтанах администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин ял хуçалăх ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарнă. Августăн 12-мĕшĕ тĕлне районĕпе 4940 гектар тырă вырса пухнă, пурĕ 8340 тонна çапса илнĕ, вăтам тухăç 16,9 центнерпа танлашать. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма 3970 тонна (планăн 133 проценчĕ чухлĕ) утă, 10600 тонна (122 процент) сенаж, 893 тонна (11,4 процент) силос е кашни условнăй выльăх пуçне 21,4 центнер апат единици хатĕрлесе хунă. Кĕр тыррисем акма 1900 гектар çĕр кăпкалатнă.

Администраци пуçлăхĕн çумĕ – строительство, çул-йĕр, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Анатолий Алексеев пĕлтернĕ тăрăх, Тăвайри нумай хваттерлĕ çуртсенче хваттерсене харпăр хăй ăшăтмалла тăвассипе малалла ĕçлеççĕ. Халĕ Ленин проспектĕнчи 32 номерлĕ çуртра газ оборудованийĕ вырнаçтараççĕ. 52 тата 54 çуртсенче ку ĕçе вĕçленĕ. Ку эрнере 28-мĕш номерлĕ çуртра монтаж ĕçĕсем пуçланмалла. Вĕсемсĕр пуçне, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕп юсав тăваççĕ, котельнăйсемпе ăшăтмалли системăсене хутса ăшăтмалли сезона хатĕрлеççĕ.

Иртнĕ эрнере вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕррине тĕрĕслесе йышăннă. Комисси хальлĕхе 3 вĕренÿ учрежденине йышăнмасăр хăварнă, мĕншĕн тесен вĕсенче тĕп юсав вĕçленмен-ха. Вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Семенована юсав ĕçĕсене хăвăртлатма, сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемешкĕн тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттерме хушнă.

Финанс пайĕн начальникĕн çумĕ Вера Станюкова районăн консолидациленĕ бюджетне 2013 çулхи августăн 12-мĕшĕ тĕлне 28071,9 пин тенкĕлĕх (планăн 55 проценчĕ) пурнăçланине кăтартса панă.

Районсем хушшинчи налук службин пай начальникĕ Валентина Алексеева физически лицосенчен бюджета налук тупăшĕ пырса кĕнипе паллаштарнă.

Оперативлă службăсен иртнĕ эрнери ĕçĕсемпе полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин, пушар надзор уйрăмĕн инспекторĕ Аркадий Фролов, районти больница тĕп врачĕн çумĕ Татьяна Игнатьева информацисем туса панă.

Планеркăра район аталанăвĕн ытти хăш-пĕр актуаллă ыйтăвĕсене те сÿтсе явнă.

Хамăр инф.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика