Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире Физкультурник кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Физкультура сывлăха çирĕплетме, ăс-хакăлпа ÿт-пĕве пиçĕхтерме, çын характерĕпе кăмăлне йĕркелеме пулăшни тахçанах паллă.
Чăваш Республикинче спорта аталантарас, çынсене физкультурăпа туслашма пулăшас, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Юлашки çичĕ çулта спортăн 50 ытла объектне хута янă тата юсаса çĕнетнĕ. Чăваш Енри физкультурăпа тата спортпа туслă çынсен йышĕ пĕтĕм халăхăн 30,5 проценчĕпе танлашнă, çакă Раççейри вăтам кăтартуран (20,6 процент) пĕрре çурă хут пысăкрах.
Ачасемпе çамрăксен спортне аталантарасси – мĕн пур шайри влаç органĕсемшĕн тата общество организацийĕсемшĕн приоритетлă тĕллев. Спорт резервне хатĕрлессипе Чăваш Республикинче 56 спорт шкулĕ ĕçлет, вĕсенче 30 пин ытла çамрăк спортсмен хăйĕн пултарулăхне туптать. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен пурлăх никĕсне çирĕплетес тĕллевпе республикăра туса лартнă мĕн пур физкультурăпа спорт комплексне асăннă шкулсен балансĕ çине куçарнă. Çакăн пек тĕллев лартнă: 2015 çулта республикăри кашни иккĕмĕш ача ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче спортпа туслашма пултартăр.
Чăваш Енре çĕр-шывăмăр чысне тĕрлĕ ăмăртура хÿтĕлеме тивĕçекен спортсменсен йышĕ çулсерен ÿсет. Чăваш Республикин 147 спортсменне спортăн тĕрлĕ енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ командисене кĕртнĕ. Шупашкарта маунтинбайк, биатлон тата ухăран перес енĕпе регионти центрсем тума палăртнă. Çакă, паллах, спортăн асăннă тĕсĕсене аталантарма çĕнĕ вăй-хал кÿрĕ.
Пирĕн республикăра тăтăшах иртекен Пĕтĕм Раççейри тата тĕнчери ăмăртусем те массăллă спорта аталантарас ĕçре пысăк вырăн йышăнаççĕ. 2015 çулта Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе иртекен Европăн командăсен VI чемпионачĕ (суперлига) – спорт пурнăçĕнчи чи паллă пулăм.
Хăйсен ырă тĕслĕхĕпе çамрăксене хавхалантарса пыракан Чăваш Енри физкультурăпа спорт юхăмĕн ветеранĕсене уйрăммăн тав тăватăп. Мĕн пур спортсмена, физкультурника, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан кашни çынна ырă шанăç, лайăх кăмăл-туйăм тата чунпа хастар пулма сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.
Чăваш Ен строительство отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире прфесси уявĕпе – Строитель кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Чăваш Ен строителĕсен пултаруллă ĕçне пула пирĕн республика çулсерен çĕнелсе улшăнать, капăрланать, пурăнмалли çĕнĕ микрорайонсем тата урамсем ÿсе-ÿсе лараççĕ, ача сачĕсемпе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем, спорт сооруженийĕсем, сывлăх сыхлавĕпе культура объекчĕсем çĕкленеççĕ, çулсем тăвасси тата юсасси, картишсене тата вĕсен патне пымалли çулсене тирпей-илем кĕртесси йĕркеллĕн пулса пырать.
Республикăра строительство отрасльне аталантарасси çине уйрăмах тимлĕ пăхаççĕ. Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмашкăн граждансене пулăшас енĕпе патшалăх программисем пурнăçланаççĕ, эконом-класс йышши çурт-йĕр лартмалли çĕр лаптăкĕсем йĕркеленеççĕ, Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн калăпăшĕ пысăкланать, пурăнмалли çуртсене тĕпрен юсас тата граждансене ишĕлекен çуртсенчен куçарас енĕпе палăртнă тĕллевсем тухăçлăн пурнăçланса пыраççĕ.
Республика Правительстви йышăннă мерăсене пула Чăваш Ен пĕр çын пуçне хута яракан пурăнмалли çурт-йĕр енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче тата Раççейре малти вырăнта. Инновациллĕ тата энерги
перекетлекен технологисене ĕçе кĕртни, строительство продукцийĕн калăпăшне тата пахалăхне ÿстерни строительство комплексĕн вăй-хăватне пысăклатма пулăшать.
Чăваш строителĕсен мухтавлă йăли-йĕркине тивĕçлипе упраса çамрăк ăрăва парса хăварнă отрасль ветеранĕсене чунтан тав тăватăп. Сире тата сирĕн çывăх çыннăрсене çирĕп сывлăх, ырă тĕллевĕрсемпе ĕçĕрсене пурнăçлама телей тата ырлăх сунатăп.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.