АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 2014 çулта канмалли кунсене куçарасси çинчен

08:49 16 июля 2013 г.

РФ Правительствин 2013 çулхи майăн 28-мĕшĕнчи 444 номерлĕ “2014 çулта канмалли кунсене куçарасси çинчен” постановленийĕпе килĕшÿллĕн, 2014 çулта январĕн 4 тата 5-мĕшĕсенчи (шăмат кун тата вырсарни кун) праçниксемпе пĕр килекен канмалли кунсене майăн 2-мĕшне тата июнĕн 13-мĕшне куçараççĕ.

Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ (февралĕн 23-мĕшĕ) 2014 çулта вырсарни кунпа пĕр килет. Çавна май саккунпа канмалли шутланакан тунти кун (февралĕн 24-мĕшĕ) ноябрĕн 3-мĕшĕнчи тунти куна куçать.

Çапла вара Çĕнĕ çулхи тата Раштаври каникулсем 8 куна – январĕн 1–8-мĕшĕсене тăсăлаççĕ. Малалла çĕр-шыв февралĕн 22–23-мĕшĕсене (Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ), мартăн 8–10-мĕшĕсене (Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ), майăн 1–4-мĕшĕсене (Çуркуннепе Ĕç уявĕ) тата майăн 9–11-мĕшĕсене (Çĕнтерÿ кунĕ) канатпăр. Июньте 12–15-мĕш (Раççей кунĕ), ноябрьте 1–4-мĕш (Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ) числосем канмалли кунсем пулаççĕ.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика