АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мĕн акнине çухатусăр пуçтарса илмелле

10:22 12 июля 2013 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районсен тата хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ.

Республикăри пур йышши хуçалăхсенче пурĕ 549,3 пин гектар лаптăк (ку 2012 çулхинчен 4,9 пин гектар нумайрах) çинче акса хăварнă. Паянхи кун хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе тимлеççĕ. Нумай çул ÿсекен курăксен 78 процентне, пĕр çул çитĕнекеннисене 3902 гектар çинче çулнă. Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсенче шăрăх çанталăк çитĕнекен ял хуçалăх культурисене сиен кÿнĕ. Çакăн пирки пĕлтернĕ ял хуçалăх министрĕ С.Павлов.

Михаил Игнатьев елчĕксене вырма пуçланнă ятпа саламланă. Республика Пуçлăхĕ малашне кĕрхи культурăсене ытларах вырăн пама сĕннĕ. “Выльăх апачĕ хатĕрлессине хăвăртлатмалла. Лару-тăру ку енĕпе начар пулсан, малта пыракан хуçалăхсене пулăшма чĕнмелле. Мĕн акнине çухатусăр пухса илмелле”, – тенĕ Михаил Васильевич.

Тăвай енри ял хуçалăх коллективĕсем кашни кунпа туллин усă кураççĕ. Район ĕçченĕсем июль уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне утă, сенаж хатĕрленĕ. Пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксене çулас ĕç малалла пырать.

А.АЛЕКСАНДРОВА.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика