Ĕнер Тăвайра ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи Канашĕн анлă ларăвĕ пулса иртнĕ. Ларăва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемсĕр пуçне, администрацин структура подразделенийĕсен, ĕç тăвакан влаçăн федераллă тата республика органĕсен вырăнти уйрăмĕсен тата район центрĕнчи предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă.
Ларăва ертсе пынă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке районта Республика кунне хатĕрленсе ирттернĕ тапхăрта пурнăçланă ĕçсен итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Вăл комплекслă тирпей-илем кĕртессипе, территорисен культурăпа эстетика сăн-сăпатне лайăхлатассипе, çуртсемпе сооруженисен фасачĕсене юсавпа реконструкци туса çĕнетессипе районта нумай ĕç тунине палăртнă тата предприятисемпе организацисен ертÿçисене Республика кунне йĕркелесе ирттерме пысăк тÿпе хывнăшăн тав çырăвĕсем панă, ăнăçусем, ырă суннă.
Халĕ тумалли ĕçсене те сÿтсе явнă. Вĕсем – муниципаллă çулсем тăвасси тата вĕсене юсаса тăрасси, нумай ачаллă çемьесемпе тăлăх ачасем валли çурт-йĕр тăвасси, нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем тÿлевсĕр парасси, шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, вут-кăвартан сыхланасси, ирĕклĕ дружинăсен ĕçне йĕркелесси, контейнерсенчи çÿп-çапа вăхăтра турттарса тухасси тата ытти те. Çывăх срокра ял тăрăхĕсен хăрушсăрлăх паспортне çĕнетмелле пулать.
Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕп юсав тăвассипе тата хваттерсене газпа харпăр хăй хутса ăшăтмалла тăвассипе малтанхи пекех кал-кал ĕçлени кирлĕ.
Ял хуçалăхĕнче выльăх апачĕ тата фермăсене хĕле хатĕрлесси тĕп тимлĕхре пулмалла. Ку вăхăт тĕлне 3040 тонна (планăн 102 проценчĕ) утă хатĕрленĕ, 4650 тонна (54 процент) сенаж хывнă. Пĕр çул ÿсекен курăксене çулса пухма тытăннă. Кĕр тыррисем акма 1310 гектар çĕр хатĕрленĕ.
Ларура ытти хăш-пĕр ыйтусене те сÿтсе явнă.
(Хамăр инф).