Ĕнер Тăвайра ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи Канашĕн анлă ларăвĕ пулса иртнĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ларăва хутшăннă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, администрацин структура подразделенийĕсен, федераллă тата республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен районти уйрăмĕсен, райцентрти предприятисемпе организацисен ертÿçисем умĕнче иртнĕ уйăхра тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, çывăх малашлăх валли тĕллевсем лартнă. Вăраха ямасăр пурнăçламалли ĕçсен шутне муниципаллă çулсем хывасси тата юсасси, нумай ачаллă çемьесемпе тăлăх ачасем валли пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси, нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтересси, çынсем шыва хăрушлăхсăр кĕме пултарччăр тесе тăрăшасси, вут-кăвартан сыхă пуласси, контейнерсенчи çÿп-çапа вăхăтра турттарса тухасси кĕрет. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çаксене тимлĕхре тытма, вĕсене пурнăçлассипе мерăсем йышăнма хушнă. Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕп юсав тата хваттерсене газпа харпăр хăй ăшăтмалла тăвассипе малалла çине тăрса ĕçлемелле.
Ялсенче выльăх апачĕ хатĕрлесси пырать. Райадминистрацин АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн информацийĕ тăрăх, ку вăхăт тĕлне 2970 гектар нумай çул ÿсекен курăксем çулнă, хĕл каçма 1732 тонна утă, 2979 тонна сенаж хатĕрлесе хунă. Кĕр тыррисем акма 1270 гектар çĕр кăпкалатнă.
Финанс пайĕн начальникĕ Александр Сергеев кăçалхи 6 уйăхра районăн консолидациленĕ бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен пĕлтернĕ. Ăна 10270,8 пин тенкĕ профицитпа пурнăçланă. 6 уйăхра тупăшсем 110686,8 пин тенкĕ е планпа пăхнин 46,8 проценчĕ пырса кĕнĕ, тăкаксем çак тапхăрта 100415,9 пин тенкĕпе (планланин 41,8 проценчĕ) танлашнă.
Администраци пуçлăхĕн çумĕ – вĕренÿ пайĕн начальникĕ Владимир Шакров районти шкулсенчи 149 выпускникран 18-шĕ ылтăн тата 6-шĕ кĕмĕл медальсене тивĕçнине пĕлтернĕ.
Ку эрнере Тăрмăшри, Чутейри, Çĕнĕ Пуянкассинчи шкулсенче тĕп юсав пуçлама палăртнă.
Районти полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Борис Борисов, пушар надзор уйрăмĕн аслă инспекторĕ Аркадий Фролов, больницăн тĕп врачĕ Нина Бурдасова харпăр хăйсен ĕçĕпе информацисем туса панă. Ытти хăш-пĕр актуаллă ыйтусене те сÿтсе явнă.
Юлашкинчен анлă ларура администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке Республика кунне Тăвай районĕнче хатĕрленсе ирттерес ĕçе хастар хутшăннăшăн районти предприятисемпе организацисен ертÿçисене Тав çырăвĕсем панă.
Хамăр инф.