АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пурне те тав тăватăп

13:49 28 июня 2013 г.

Республика уявне хамăр районта çÿллĕ шайра палăртма пултартăмăр. Тăвай ене тĕрлĕ регионсенчен тата районсенчен килнĕ хăнасем ăшшăн йышăннăшăн, праçнике чаплă йĕркеленĕшĕн тав турĕç, ырă сăмахсем каларĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уява хатĕрленсе нумай ĕç тунăшăн мухтарĕ районта пурăнакансене. “Тăвай енри çемьесем килĕшÿпе юратура тата нумайрах ача çуратчăр,” – тесе ырă сунчĕ пире.

Тăвай район администрацийĕ ывăнма пĕлмесĕр ĕçленĕ кашни çынна, предприятисемпе организацисен работникĕсене, “Раççейри пенсионерсен союзĕ” обществăна, вăрçă, ĕç, право органĕсен ветеранĕсен районти советне республика кунне хатĕрленсе ирттерме пулăшнăшăн, активлă пулнăшăн тав тăвать.

“АЗС Феникс”, “Акконд”, “Старко”, “Управление отделочных работ”, “Продмаркет”, “Родник”, “Тăвайри кооператив”, “Компас”, “Восток– АвтоВАС”, “Сельхозхими”, “Тăвайри кирпĕч завочĕ”, “Агро–инвестици” (“Россельхозбанк” обществăн хушма офисĕ”), “АСП”, “Нефтепродукт”, “Энергосеть”, “Поддержка”, “Аурат–СВ”, “Дорстрой”, Пĕрлĕхлĕ заказчикĕн дирекцине, “Дорстрой–агро”, “Можарский” обществăсене, “Чувашхлебопродукт” обществăн филиалне – Шупашкарти элеватора, РФ пенси фончĕн районти управленине, Тăвайри выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцие, “Дружба”, “Новый путь”, “Красная Чувашия”, “Шимкусский” ЯХПКсене, Ю.Борисов, Ю.Федоров, В.Николаев, Л.Алексеев, С.Михайлов, Н.Морякова, Л.Канясев, Ю.Назаров, В.Краснов, А.Федоров, В.Гурин, О.Восторгин, А.Петров хресчен фермер хуçалăхĕсене, Тăвайри пĕрремĕш номерлĕ ача садне тата Николай Никитин, Александр Захаров, Евгений Косов, Владимир Павлов уйрăм предпринимательсене спонсорла пулăшу панăшăн, çăмăл мар ĕçĕсенче ырă сунса, тав тăватпăр.

Район администрацийĕ пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунать. Мирлĕ тÿпе пултăр кашнин çийĕнче, пурнăçăр илемленсе чечеклентĕр.

Владимир ВАНЕРКЕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика