АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Туслăх кĕперĕ çирĕпленсех пытăр

13:48 28 июня 2013 г.

Тăвайсем хăнасене ырă сунса, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе кĕтсе илме хăнăхнă.

Республика уявне пĕрле паллă тума пирĕн районта кун çути курнă хыççăн хăй вăхăтĕнче тухса кайнă ентешĕмĕрсем, Кемĕр облаçĕнчи Прокопьевск район территорийĕнче вырнаçнă Михайловка ялĕнче пурăнакансем килсе çитрĕç иртнĕ кунсенче. Вĕсене çăкăр-тăварпа, юрă-кĕвĕпе чукун çул хĕрринче кĕтсе илчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ăшă сăмахсем каларĕ, “Тăвай ен” халăх ансамблĕ юрă хыççăн юрă шăрантарчĕ.

Тăвайри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсемпе Чăваш Республикин делегацийĕ Прокопьевск районĕнчи Михайловка ялĕнчи чăвашсем патĕнче тăватă хутчен пулчĕ. Туслăх кĕперне хывакансенчен пĕри – Кузбасри чăваш диаспорин ертÿçи – В.Ф.Антонов.

Кемĕр облаçĕнче 15480 чăваш (2012 çулхи кăтарту) пурăнать. Асăннă регионăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче йăва çавăрнă вĕсем. Облаçре 19 хула, 50 яхăн поселок тата 17 административлă яллă район.

Прокопьевск районĕнче – 2172, Промышленновск – 1209, Кемерово – 1058, Крапивинск – 1038 çын, Толкинск – 644 тата Ижморск районĕсенче 540 чăваш пурăнать. Облаçри 32 ялта пирĕн халăх йăва çавăрнă. Прокопьевск районĕнчи Пушкино поселокĕнче пурăнакансем кăна пурте таса чăвашла калаçаççĕ. Ытти çĕрте вара вырăссемпе юнашар пурăнаççĕ чăвашсем.

2001 çулта Кузбасра чăваш диаспорин культурăллă центрне йĕркеленĕ. Вăл Прокопьевск районĕнче вырнаçнă.

Михайловка ялĕнчи “Хĕлхем” ансамбль пирĕн районти хăш-пĕр ялсенче, аслашшĕ-асламăшĕ çуралнă вырăнсенче – Канаш, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче тата Шупашкарта пулнă, Тăвай енри уява хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Пурĕ 19-ăн килнĕ. Вĕсем тăвайсем хăйсене ырă сунса кĕтсе илнипе кăмăллă юлнă.

«Эпир Тăвай районне килнĕшĕн питĕ савăнатпăр. Уява çÿллĕ шайра йĕркелерĕç, маттур»,– пĕлтерчĕç хăйсен шухăшне Кемĕр облаçĕнчи чăвашсем.

А.НИКИТИНА.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика