АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ объектсем уçнă, куравпа паллашнă

17:39 26 июня 2013 г.

Çитрĕ, тинех çитрĕ эпир кĕтнĕ кун! Виçĕмкун пирĕн район çĕрĕ çĕр-çĕр хăна йышăнчĕ!

Чăваш Республикин патшалăх уявне хăйсем патĕнче йышăнма ывăнма пĕлмесĕр, хавхаланса, вăй хучĕ кăçал Тăвай ен халăхĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕш кунĕ тĕлне пирĕн тавралăх палăрмалла çĕнелсе улшăнчĕ.

Район центрĕн тĕп урамĕнчи асфальтлă çул кĕске тапхăрта сарлакаланчĕ, якалчĕ. Ун тăрăх çăмăл автомашинăсем ытти транспорт чăрмавсăр куçма пултарать халь. Унта та кунта çуртсем урăх “карттуспа” “кĕпе” тăхăнчĕç. Нумай хваттерлĕ пурăнмалли объектсем, “Çамрăклăх” кафе, кооператорсемпе уйрăм çынсен магазинĕсем, пÿртсем хăйсен илĕртÿллĕ фасачĕсемпе иртен-çÿрен кăмăлне çĕклеççĕ. Ăçта пăхатăн – унта тĕрлĕ чечексен клумбисем, çав чиперккесен çĕр-шывĕнче пурăнатпăр иккен эпир. “Ырă сунса кĕтсе илетпĕр!”, “Тăвай çĕрĕ аталантăр, чечеклентĕр!”, “Тăвай ен: эпир пулнă, пур, пулатпăр” лозунгсене те куç хывмасăр иртейместĕн. Йывăçсен çулçисем çумăрпа çăвăнса тасалнă, хĕвел шевли çинче çĕнĕрех курăнаççĕ вĕсем. Çут çанталăк тăвайсен маттурлăхне самаях тĕрĕслесе илчĕ пулин те, çынсен хавхалануллă кăмăлне кăшт та сÿрĕклетеймерĕ çавра çил.

Уяв программи тăрăх ирхине тăхăр сехетре Вырăс салинче модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлмалла. “ЧР ял халăхне малтанхи медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассине çĕнетмелли хушма мерăсем çинчен” ятлă Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указне пурнăçа кĕртсе тунă ăна. Республика бюджетĕнчен 1786,5 пин тенкĕ уйăрнă асăннă объекта çĕклеме. Модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ валли 142,9 пин тенкĕлĕх медицина оборудованийĕ туяннă.

Палăртнă вăхăт çитичченех пухăннă ял çыннисем. Хĕпĕртенипе ирех тăрса тухнă ĕнтĕ.

Кĕçех çăмăл автомашинăсен кортежĕ курăнчĕ. “Республика Пуçлăхĕ килет”, – пăшăлтатрĕç пĕри те тепри.

Михаил Васильевич Игнатьевпа пĕрле РФ Патшалăх Думин депутачĕ, вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Совечĕн Председателĕ Юрий Попов килсе çитрĕç. Вĕсене Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, район, райадминистрацин, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем Владислав Васильев, Владимир Ванерке, Николай Васильев, Тăвай больницин тĕп врачĕ Нина Бурдасовапа работниксем тата Вырăс салинче пурăнакансем кĕтсе илчĕç.

–Виçĕ çул хушшинче Чăваш Енре модульлĕ 100 фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме пуçламалла. Чи малтан вырăнта епле пулăшу панинчен те нумай килет çĕр ĕçченĕн ĕмĕрĕ. Ялта сывлăхлă ачасем çуратса çитĕнтерме экологи те лайăх. Çакăн хыççăн кунта пурăнакансен йышĕ татах хушăнасса шанатăп, – терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ, уяв ячĕпе пурне те саламларĕ.

Унтан Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ А.Аршинова, ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ А.Самойлова, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке тухса калаçрĕç.

Символла хăйăва каснă хыççăн фельдшерпа акушер пунктĕнчи медицина ĕçченĕсемпе пациентсен пÿлĕмĕсене, процедура тата эмелсем упрамалли кабинетсене кĕрсе курчĕç пухăннисем. Çĕнĕ çуртра Надежда Филиппова медсестра ĕçлеме пуçлĕ. Кушкăпа Вырăс салинчи 374 çын (3 çулчченхи 84 ача, 35 инвалид, 1 вăрçă ветеранĕ, 2 салтак арăмĕ, ветерансен çуртĕнчи 11 ватă) сывлăхне пăхса тăрĕ вăл. Республика Пуçлăхне, район администрацийĕн ертÿçине тата ыттисене тав турĕç ял çыннисем çĕр ĕçченĕн сывлăхне упрассине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн.

“Уй кунĕ” курав республикăра 2006 çултанпа иртет. Унта агропромышленноç комплексĕн организацийĕсен, хресчен фермер тата уйрăм кил хуçалăхĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем, ял хуçалăх техникипе, сортлă вăрлăхпа, лартмалли ытти материалпа, ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли препаратсемпе тата минераллă удобренисемпе тивĕçтерекенсем хутшăнаççĕ. Курава пурĕ 100 ытла единица инновациллĕ ял хуçалăх техники тăратнă. “Дон 680 М”, “ACROS 530”, “Vector 410” тата ытти маркăллă комбайнсем, курăк çулмалли агрегатсем, тĕрлĕ тракторсем, ÿсен-тăрансене имçамламалли оборудованисем, сеялкăсем, культиваторсем, сÿресем тата ыттисем те пурччĕ. Пурте паянхи кунпа килĕшÿллĕ вĕсем, ĕç вăйне перекетлеме май параççĕ. Чул хулари комбикорм хатĕрлекен пĕчĕк завод чылайăшне кăмăла кайрĕ пулас, пĕчĕк тракторсене те куç хыврĕç тата хăш-пĕрисем.

“Акконд-агро фирма” çĕрĕ çинчи курав тĕрлĕ район çыннисене пĕрле пуçтарчĕ çав кун. Ара, ял хуçалăх техникине çĕнетсех пырас тĕллев кашни коллектив ертÿçинех канăç памасть-çке.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев “Уй кунĕ –2013” курава пухăннисене уявпа саламларĕ. Ку мероприятие пуянлатма хутшăннă организацисене тата йĕркелеме пулăшнисене тав турĕ. “Паян патшалăх политики ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакан пур йышши коллективсене те ĕçлеме лайăх условисем туса парас тĕллевлĕ”, – тесе палăртрĕ вăл.

Курнипе кăна лăпланмарĕç, техникăна ĕçре тĕрĕслесе пăхакансем те пулчĕç. Ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли эффективлă меслетсемпе паллашрĕç çынсем, суту-илÿ килĕшĕвĕсем турĕç çав кун тата ытти те.

Сăмах май каласан, “Акконд –агро фирма” общество çичĕ çул хушшинче районта кăна мар, республикăра та палăрнă.

Ял хуçалăх ĕçĕсем тума 3000 яхăн гектар çĕр пур ку коллективăн. Пĕлтĕр 1942 тонна тырă тĕшĕленĕ общество членĕсем, тухăç пĕр гектар пуçне 19,4 центнерпа танлашнă.

Выльăх пăхассине те йĕркеленĕ аккондçăсем. Вĕсем кăçал пилĕк уйăхра 2596 килограмм сĕт суса илнĕ. “Агро–100” рейтинг пĕтĕмлетĕвĕсем пирĕн районти “Акконд–агро фирма” общество чи лайăх 10 предприяти йышне кĕнине çирĕплетеççĕ. Нумаях пулмасть ĕне фермин территорийĕнче çĕнĕ пăру вити туса пĕтерчĕç маттурскерсем.

Куравра пулнă хыççăн Республика Пуçлăхĕ ертсе пыракан ушкăн “Акконд–агро фирма” обществăри выльăх пăхакансен çитĕнĕвĕсемпе паллашма кăмăл турĕ. Михаил Васильевич Игнатьевпа ытти сумлă хăнасене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Иванов тата çÿлерех асăннă общество директорĕ Вячеслав Иванов, ферма ĕçченĕсем кĕтетчĕç.

–”АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине хăвăрт аталантарас тĕллевпе агрофирмăра ĕнесем валли – 2 тата пăрусен витисем, сĕт цехĕ хута яма май килчĕ. 219,6 млн. тенкĕлĕх инвестиципе усă курнă, – хăйсен ĕçĕ пирки кĕскен каласа кăтартрĕ Вячеслав Павлович.

Республика Пуçлăхĕ çĕнĕ производствăпа паллашнă хыççăн выльăх пăхакансене çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçу сунчĕ. “Çĕнĕлле шухăшласа ĕçлемелле пирĕн. Рентабельлĕ предприяти пултăр тесе вăй хумалла”, – сĕнÿ пачĕ вăл юлашкинчен.

Пăрусен çĕнĕ витинчи тасалăх пурне те савăнтарчĕ. Çамрăк выльăхсем хăйсене курма килнисене шикленмесĕр сăнарĕç.

Уяв кунĕ Тăвайри Строительная урамра тата тепĕр хитре объект – Тăвайри газ участокĕн “Чувашсеть” акционерсен обществин Канашри районсем хушшинчи газ хуçалăхĕн филиалĕн çурчĕ – уçăлчĕ. Хĕрлĕ хăйăва каснă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков “Газпром межрегионгаз Чебоксары” тулли мар яваплăхлă, “Чувашсетьгаз” акционерсен обществисен генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов тата ыттисем хутшăннă. Тăвайри газ участокĕн начальникне В.Семенова топливăпа энергетика комплексĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ЧР Строительство министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.

Юлашкинчен хăнасем çĕнĕ çуртри ĕç пÿлĕмĕсемпе паллашнă.

А.НИКИТИНА.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика