Июнĕн 24-мĕшĕнче – Чăваш Республикин патшалăх уявĕ – Республика кунĕ. Ăна ирттермелли конкурса кăçал тăвайсем выляса илчĕç. Тÿрех калăпăр, уяв ăнăçрĕ, чи лайăххисенчен, чи кăмăллисенчен пĕри пулса тăчĕ вăл.
Республика кунне паллă тума пирĕн района Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ, вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов тата ытти хăнасем килнĕ.
Михаил Васильевич тăвайсене, уяв хăнисене Республика кунĕ ячĕпе саламларĕ, ырă кун-çул, вăрăм ĕмĕр сунчĕ. Кĕскен республика пурнăçĕпе паллаштарчĕ.
–Ĕнер кăна Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн “Раççей çăлкуçĕсем” фестивалĕ уçăлчĕ. Эпир ăна Чăваш Енре çуллен ирттеретпĕр. Унта вуншар коллектив хутшăнать. Паян уявра сирĕн районта пурăнакансем ытти регионсенчен килнĕ сакăр коллективăн пултарулăхĕпе паллашма пултараççĕ, – терĕ Республика Пуçлăхĕ. – Уяв – уявпа, çав вăхăтрах кулленхи ĕçре те тăрăшаççĕ республика ĕçченĕсем: пурăнмалли çуртсем, ача сачĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем, çулсем тăваççĕ, шкулсене лайăхлатаççĕ, агропромышленноçа аталантараççĕ. 2015 çул тĕлне садик черетне пĕтермелле, шкул çулне çитмен пур ача валли те вырăн пулмалла.
Тăвайра та палăртнă вăхăта садик уçăлĕ. Сирĕн вара йыш хушса пымалла. Юратупа килĕшÿлĕхре çуралччăр çав ачасем.
Тăвайсем Михаил Васильевич сăмахĕсене ырласа йышăнчĕç. Вĕсенче малашлăха шанăçпа пăхни, чунри ĕненÿлĕх курăнса тăчĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн районти тĕрлĕ отрасльсенче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн хисеплĕ ятсем пачĕ вăл. Ăна тивĕçнисем хушшинче В.Г.Грачев хресчен фермер хуçалăхĕн ĕне сăвакан операторĕ Галина Георгиевна Шашкова, Тăвайри вăтам шкулта географи вĕрентекен Елена Германовна Павлова, район больницин тĕп врачĕ Нина Николаевна Бурдасова, Елена Николаевна Саперова операци сестри. Тăвайри вăтам шкулти Луиза Нефалимовна Самсонова физика вĕрентекене, “Акконд–агро фирмăн” техник-осеменаторне Венера Геннадиевна Иванована Республика Пуçлăхĕ Тав хучĕсем пачĕ. Кармалти хресчен фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Валерий Геннадьевич Грачевпа “Акконд–агро фирма” механизаторне РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. “Шимкусский” ЯХПК электрикне Валерий Иванович Максимова, “Акконд– агро фирмăн” зоотехник-селекционерне Галина Владимировна Павлована ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене парса чысланă.
Уяв ячĕпе районта пурăнакансемпе килнĕ хăнасене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов саламласа ăнăçусем суннă. Юрий Алексеевич ĕçри çитĕнÿсемшĕн “Тăвай кооперативĕ” потребобщество канашĕн председательне Вячеслав Николаевич Федорова, “Чутеевский” ЯХПКри Нелля Николаевна Шамбулинана ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене парса хавхалантарнă.
Сăмах район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке илет.
–Ырă кун, Михаил Васильевич, юратнă ентешсем, хаклă хăнасем! Районта пурăнакансем Республика кунне кунта ирттерме йышăннине çав тери хавхаланса кĕтсе илчĕç.
Республика кунĕпе пĕрлех чăваш йăли-йĕркипе паян Акатуй та иртет. Çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлах вĕçлерĕмĕр. “Акконд–агро фирма” общество ял хуçалăх культурисене агротехника тĕлĕшĕнчен чи лайăх вăхăтра тата пысăк пахалăхпа акса хăварчĕ, ăна I степеньлĕ дипломпа наградăланă. 2-мĕш вырăн “Чутеевский”, 3-мĕш “Шимкусский” ЯХПКсем (ертÿçисем В.П.Гуринпа Ю.А.Алексеев) йышăнчĕç. Хресчен фермер хуçалăхĕсем хушшинче çурхи уй-хир ĕçĕсене С.Н.Михайлов, Л.В.Канясев, Н.В.Морякова, С.В.Хумышев лайăх йĕркелесе ирттернĕ. Ленин ячĕллĕ ЯХПК механизаторĕ Петр Николаевич Николаев ака чемпионĕ пулса тăчĕ. Паян çак сцена çинчен малтисене чыслама мана питĕ кăмăллă, – терĕ Владимир Алексеевич. Дипломсемпе пĕрлех хастар ĕçченсене хаклă парнесем те пачĕç. Вуншар ĕçчен хăйĕн кулленхи тăрăшуллă ĕçĕпе район администрацийĕн Хисеп грамотисене, производствăри çитĕнÿсемшĕн хаклă парнесене тивĕçлĕ пулчĕ. “Тăвай çăкăрĕ” тулли мар яваплăхлă обществăри Ирина Владимировна Кузьмина Чăвашпотребсоюз грамотине, обществăлла апатлану буфетчици Татьяна Григорьевна Васильева Чăвашпотребсоюзăн Тав хутне, Чутейри магазин сутуçи Валентина Николаевна Мясникова “Чăваш Республикин потребкоопераци ветеранĕ” хисеплĕ ята тивĕçрĕç.
“Россельхозбанкăн” регионти филиалĕн директорĕ И.Н.Письменская тата Раççей Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ А.А.Пищик хăйсен услугисемпе анлăн усă куракан коллективсене – “Тăвай кооперативĕ” потребобществăна, Тăвайри кирпĕч заводне, “Янтиковская” управляющи компание, хресчен фермер хуçалăхĕн пуçлăхне С.Михайлова, “Акконд–агро фирма” обществăна, В.Кузьмин предпринимателе, В.Грачев хресчен фермер хуçалăхне, Тăвай ял тăрăхĕн администрацине, килти хушма хуçалăх тытакан Г.Петрова хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç. Халăх хăйĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕсене чыслани – ĕмĕртен пыракан ырă йăла.
Пирĕн районти пĕр акатуйра та çавăн чухлĕ халăх пулман. Тĕрĕссипе, ура пусма вырăн çук темелле. «Аль–ДЮСШ» физкультурăпа спорт комплексĕн стадионне пырса кĕрсенех, ретĕн-ретĕн “хăнасене йышăнмалли çуртсем” вырнаçнă – районти ял тăрăхĕсен хăйне евĕр визиткисем кусем. Вĕсем ял тăрăхĕн характеристикипе паллаштараççĕ, унта пурăнакансен ĕçне-хĕлне, йăли-йĕркине сăнласа параççĕ.
Алă ĕçĕсен куравĕсем пуян содержаниллĕ. Вĕсенче хамăр районти ăстасен ĕçĕсемпе кăна мар, Шупашкартан, ытти районсенчен килнĕ предпринимательсен ĕçĕсемпе паллашма, вĕсене туянма пулать. Акă пĕр кĕтесре шăхлич сасси илтĕнет. Çав тери çыпăçуллă кăларать-çке хуçи асатте-асаннесен кĕввине. Сасă тăрăх кайса шыраса тупрăм хуçине. Паллашатăп унпа: Нина Ивановна Игнатьева, Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕскер халĕ Шупашкарта пурăнать. Темле тетте те пур ун сĕтелĕ çинче. Шăхличсем, тумлантарнă пуканесем, пĕчĕк шăнкăравсем – пурте тăмран тунăскерсем. Шутламан та шăхличĕпе çавăн пек асамлă кĕвĕ выляма пултарасса. Вунă çул ытла аппаланать тетте-сувенирсемпе. Хăйне евĕр пĕчĕк эртел те йĕркеленнĕ унăн. Стадионта ретĕн-ретĕн суту-илÿ палаткисем, прилавоксемпе стеллажсем. Атă-пушмак, çăмăл çи-пуç, çимелли – мĕн кăна сутмаççĕ! Уйранах компрессорпа вĕрсе хăпартнă горкăсем домна пек курăнса лараççĕ, вăтамми, саççим чăнки, тĕрлĕ батутсем, пĕчĕк карусельсенчен пуçласа чăн-чăн карусель таранах. Пур-ха халăхран тухнă Кулибинсем... Акă пĕри “шап-шап” трактортан “пăравус” ăсталанă, резина кустăрмаллă 2 вакун кăкарса янă та Чапаев урамĕ тăрăх уяв çыннисене, ача-пăчана каллĕ-маллĕ ярăнтарать. Шалта стадионра рельс тăрăх чупакан пĕчĕк трамвай-машинăсем, çĕр тăрăх батарейкăпа çÿрекен машинăсем, ярăнакан акăшсем – тем те пур ача-пăчашăн ĕмĕрлĕхе асра юлмалли. Укçине кăна ан хĕрхен.
Çĕнĕ Шупашкартан А.И.Тихонов ячĕллĕ ут спорчĕн клубĕ те хутшăнчĕ уяв мероприятийĕсене, сахал мар куракана пухрĕ хăй тавра. Хĕрсемпе йĕкĕтсем утсене ларса пырса та, ура çинче тăрса та, айккинче йĕнертен çакăнса пырса та чуптарчĕç. Вăй-хал та, ал-ура çирĕплĕхĕ те, хăюлăх та кирлĕ ку номерсене кăтартма.
Уяв сцени çинче тĕрлĕ тумлă халăх çыннисене курма пулчĕ. Мир, ырă кăмăл элчисем теме пулать вĕсене. Кусем – Шупашкара Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн ХХI фестивальне килнĕ хăнасем. Сакăр пултарулăх коллективĕ хутшăнма кăмăл тунă Тăвай районĕнчи уява. Тăвайсен Краснодар крайĕнчен килнĕ “Хуторяночка” ансамблĕн, Комири “Асыв” халăх хорĕн, Карелири “Каrjala” фольклорпа этнографи ансамблĕн, Иваново облаçĕнчи “Злата Русь” халăх ансамблĕн, Калмыкин “Topra” хореографи халăх ансамблĕн, Дагестанри “Айланай”, Рязаньти “Звонница” ансамбльсен, Кемĕрти “Сибирские выкрутасы” халăх ташшисен ансамблĕн пултарулăхĕпе паллашма май пулчĕ. Шутлатăн та, тĕлĕнмелле пуян иккен пирĕн Раççей культури. Кунта Кубань тăрăхĕнчи казачкăсемпе вырăссен чуна тивекен, тăсса юрламалли çепĕç те янăравлă юррисем те, Кавказ халăхĕсен ирĕклĕ те хăвăрт хусканăвĕсемпе хăватлă сассисем – вĕсенче сăрт-тусен мăнаçлăхне туятăн, Кемĕр чăвашĕсене, хамăр тăвансене йышăннă пек йышăнатăн. Пирĕн тăрăхри чăвашсем пĕр ĕмĕр каялла унта кайса Михайловка ялне никĕсленĕ, çыхăну вара паян кун та татăлмасть. Пĕр-пĕрин патне кайса çÿресси, пĕр-пĕрне çывăх тăвансем пек йышăнасси йăлара.
Тĕрлĕ регионсенче пурăнсан та, тĕрлĕ чĕлхепе калаçсан та пирĕн пĕрлехи кил – аслă Раççей. Культура вара пурне те çывăхлатать, культура чĕлхи пуриншĕн те ăнланмалла. Çавăнпа та Дагестанран килнĕ хĕрсемпе йĕкĕтсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă чухне, вăйă картине çăпата сырнă, килте тĕртнĕ пир-авăртан çĕленĕ кĕпе тăхăннă е паянхилле тумланнă хĕрарăмсемпе çамрăксем тухса лезгинка çеммипе ташлама тытăнсан, чунтан савăнтăм. Кусем тушкилсем пулчĕç иккен. Епле маттур илтерчĕç вĕсем ташша Людмила Камасева ертсе пынипе. Дагестан представителĕсем хăйсен культури чăвашсене çывăх пулнине асăрхамасăр тăма пултараймарĕçех пуль тетĕп. Концерт пĕтĕмпе 4 сехете тăсăлчĕ.
Спорт ăмăртăвĕсемпе вăййисем каçченех пычĕç. Волейболла кăна 12 команда вылярĕ, çамрăк футболистсем мини-футболра тупăшрĕç, пилĕке пиçиххи çыхса кĕрешрĕç, алă вăйĕ виçрĕç, кире пуканĕ çĕклерĕç (çав шутра хĕрсем те), шашкăлла, шахматла вылярĕç. Ăмăртакансем хушшинче хăнасем те пулчĕç.
Каçхине сценăна Шупашкартан килнĕ “Çеçпĕл” ансамбльпе “Nota G” ташă ушкăнĕ тата “Радио-сигнал” ушкăн йышăнчĕç. Концерт умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванеркепе унăн çумĕ-вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В.Шакров кăçал вăтам шкултан питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă çамрăксене ылтăн тата кĕмĕл медальсем пачĕç. 23 сехетре стадионта фейерверк пулчĕ, тÿпенелле тĕрлĕ тĕслĕ хĕм сапакан петардăсем çĕкленчĕç. Уяв халăхĕ дискотекăра ташласа савăнчĕ.
Республика кунне Тăвайра ирттермелли чыса çĕнсе илни лайăх. Анчах ăна хатĕрленмелле, çынсене килĕшмелле йĕркелемелле. Тăвайсем ку енĕпе те намăс курмарĕç. Халиччен пулман чаплă уяв йĕркелесе ирттерме пултарчĕç. Çавăнпа та ăна хатĕрленсе район центрне тирпей-илем кĕртме хутшăннă пур çынна та чĕререн тав сăмахĕ каламалла. Кашни ĕç коллективĕ, пенсионерсемпе шкул ачисем таранах тасатрĕç, сăрларĕç, чечексем лартрĕç, клумбăсем турĕç, çÿп-çапа пуçтарчĕç. Тăвай тăрăхĕнчи тата кÿршĕ районсенчен килнĕ суту-илÿ ĕçченĕсене, уйрăм предпринимательсене, спонсорсене пысăк тав сăмахĕ каламалла. Пурте пĕрле тăрăшни харама каймарĕ, Тăвайра уяв-тăк уяв пулчĕ! Вăл нумайлăха çынсен асĕнче юлĕ, районта пурăнакансене тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарĕ.
И.СОЛОВЬЕВ.