Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынипе администрацире эрнелĕх ĕç планерки иртнĕ, унта çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕçсене палăртнă.
Тĕп ыйтусен шутĕнче – çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра ăнăçлă ирттересси. Вĕсем районта хальхи вăхăтра мĕнле пулса пынипе райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин каласа панă. Çапла апрелĕн 29-мĕшĕ тĕлне çурхи культурăсен вăрлăхĕсене 1120 тонна имçамланă, 540 тонна çĕр улмине яровизацие кăларнă. Кĕр калчисене 590, нумай çул ÿсекен курăксене 220 гектар апатлантарнă. 2120 гектар нумай çул ÿсекен курăксене, 718 гектар кĕр калчисене, 2160 гектар çĕртме сухине сÿрелесе нÿрĕк хупланă. 1890 гектар культиваци тунă. Пĕтĕмпе 1785 гектар акнă, çав шутра çурхи тулă – 186, урпа 780 гектар тата ытти те. Пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксем 50-шар гектар йышăннă.
Чылай хуçалăхра ака кал-кал пулса пырать. Вĕсен шутĕнче – “Чутеевский”, “Кубня агрофирма”, “Акконд-агро фирма”, “Хумышев”, “Шимкусский”, Морякова ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсем.
Районти тĕрлĕ службăсен, администрацири структура подразделенийĕсен ертÿçисен информацийĕсене итленĕ.
Тăвай енре 2013 çулхи июнĕн 24-мĕшĕ тĕлне уçма е хута яма палăртнă объектсене тăвасси тата юсав ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ. Çакăн пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Алексеев каласа панă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке çурхи уй-хир ĕçĕсене туса ирттерессипе, Республика кунне районта уявлассипе тата Аслă Çĕнтерÿ праçникне чаплăн паллă тăвассипе должноçри çынсене хушусем панă.
Планеркăра район аталанăвĕпе çыхăннă ытти хăш-пĕр ыйтусене те сÿтсе явнă.
О.ЛОМОНОСОВ.