АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Саламлатăп!

09:56 26 апреля 2013 г.

   Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Тăван чĕлхе – калама çук пуян тупра, наци культурин никĕсĕ, ăс-хакăл еткерне сыхласа упрама тата ăна аталантарма пулăшакан хатĕр. Çĕр çинчи пин-пин чĕлхе йышĕнче кирек камшăн та унăн тăван чĕлхи чи хакли шутланать.

Уяв кунĕнче чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитет. Вăл çапла палăртнă: “Анне чĕлхи – халăх ăс-хакăлĕпе кăмăл-сипечĕн аслăран та аслă вăйĕ, унăн тĕп тĕрекĕ”.

Чăваш Ен патшалăх политики наци чĕлхипе культурине пулăшу парассине тата ăна аталантарассине тĕпе хурать. Тăван чĕлхе республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче, театр сцени çинче кăна мар, унăн тулашĕнче те, чăвашсен йышлă пурăнакан тăрăхсенче те, уççăн янăрама пултартăр тесе витĕмлĕ мерăсем йышăннă. Культура проекчĕсене пурнăçлас, илемлĕ литература кăларăмĕсене пичетлес енĕпе патшалăх çителĕклĕ пулăшать. Пĕлтĕр нумай томлă Чăваш энциклопедийĕ, 32 пин ытла сăмахран тăракан икĕ томлă “Вырăсла-чăвашла” словарь кун çути курчĕç.

Тăван чĕлхене сыхласа упрас, ăна пуянлатас тата халăх хушшинче сарас тĕлĕшпе вĕренÿ учрежденийĕсем тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Наци чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентмелли методикăпа вĕрентÿ никĕсĕ те çĕнелсе лайăхланать.

Чăваш Енре пурăнакан кашни çынах тăван ен историне, чĕлхипе культурине пĕлнипе тивĕçлипе палăрса тăрасси, халăх йăли-йĕрки вара малалла та йĕркеллĕн сыхланса тата упранса ăруран ăрăва куçса пырасси пирки те иккĕленместĕп.

Çирĕп сывлăх, ырă шанăç, пултаруллă ĕçре ăнăçу, çурхи лайăх кăмăл-туйăм, телей тата ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика