АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕçсем хушăнсах пыраççĕ

08:58 23 апреля 2013 г.

  Ĕнер район администрацийĕнче администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынипе эрнелĕх ĕç планерки иртнĕ, унта умĕн тунă ĕçсене пĕтĕмлетсе малашлăх тĕллевсене палăртнă. Çапла ку эрнере хăш-пĕр паллă мероприятисем иртмелле. Тĕслĕхрен, апрелĕн 25-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра “Чĕлхем эс чĕрĕлĕх çăлкуçĕ” краеведени пĕлĕвĕн кунĕ иртĕ. Апрелĕн 26-мĕшĕнче – районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ. Çак кунах районти культурăпа кану центрĕнче патриотла юрăсен “Пурăн тата асра тыт” фестивалĕ пулать.

Планеркăра çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттересси тĕп ыйтусенчен пĕри пулнă. Районти хăш-пĕр хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем пыраççĕ ĕнтĕ.

Тавралăха тирпей-илем кĕртес, республика кунне районта уявлас ыйтусем те малта тăраççĕ. Çакăн пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ тепĕр хут аса илтернĕ, хушусем панă.

(Хамăр инф.).

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика