00:00 26 марта 2013 г.
Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке эрнелĕх планерки ирттернĕ, унта ку эрнери пĕлтерĕшлĕ мероприятисене палăртнă.
Мартăн 28-мĕшĕнче Тăвай шкулĕнчи шахмат клубĕнче 1996 çулта çуралнă тата унран кĕçĕнрех вĕренекенсем хушшинче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн, “Акконд” УАО генеральнăй директорĕн Валерий Ивановăн призĕсемшĕн шахматла выляса районта мала тухассишĕн ăмăртусем иртĕç.
Мартăн 29-мĕшĕнче Тăвайри культурăпа кану центрĕнче районти “Веселый башмачок” III хореографи конкурсĕ пулать, ăна “Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” ыркăмăллăх марафонĕ хупăннă май йĕркелесе ирттереççĕ.
Мартăн 30-мĕшĕнче “Аль” физкультурăпа спорт комплексĕнче хĕрарăмсен командисем хушшинче волейболла выляса ăмăртассипе район чемпионачĕ пулать.
Планеркăра районти службăсемпе организацисен, учрежденисен, администрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе информацисем туса панă.
Хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче отчетлă пухусем малалла пыраççĕ, уй-хир ĕçĕсене хатĕрленессипе те хастарлă ĕçлеççĕ, пĕлтернĕ администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин.
Финанс пайĕн пуçлăхĕ Александр Сергеев районăн консолидациленĕ бюджечĕ 2013 çулхи мартăн 25-мĕшĕ тĕлне мĕнле пурнăçланса пынипе паллаштарнă. Тупăшсем пурĕ 38314,9 пин тенкĕ пырса кĕнĕ, тăкаксем 37700,9 пин тенкĕпе танлашнă.
Информацисене пĕтĕмлетсе, район администрацийĕн пуçлăхĕ должноçри яваплă çынсене хушусем тунă. Вĕсем – районта Республика кунне уявлассипе, ачасен ыркăмăллăх марафонĕ хупăннă май иртекен мероприятисемпе, çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленессипе, çурхи шыв-шурпа, спорт мероприятийĕсене йĕркеллĕ ирттерессипе çыхăннă.
("Хамăр инф.).