00:00 19 марта 2013 г.
2013 çулхи мартăн 22-мĕшĕнче 15 сехетрен пуçласа 17 сехетчен районти ял тăрăхĕсем хушшинчи Тăвайри тĕп библиотека никĕсĕ çинче “Раççейри юристсен пĕрлешĕвĕн” Чăваш ен регионĕнчи уйрăмĕн халăха социаллă право пулăшăвĕпе пĕлĕвĕ паракан Центрĕн консультаци пунктĕнче “ЖКХ сферинче законодательствăн актуаллă ыйтăвĕсемпе усă курасси” темăпа право сехечĕ ирттереççĕ.
Мероприятие районти прокуратура, Роспотребнадзор, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх представителĕсем хутшăнаççĕ.
О.ЯСТРЕБОВА, район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.