00:00 07 марта 2013 г.
Хаклă хĕрарăмсем!
Сире çуркуннен тата çепĕç те ăшă сăмахсен уявĕпе Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе – пĕтĕм чунтан саламлатăп!
Хĕрарăм мĕн авалтанпах ачашлăхпа ыр кăмăллăхăн, чунлăхпа ăшпиллĕхĕн чи лайăх тĕслĕхне сăнарлать. Этемлĕхĕн хÿхĕм пайне чунтан юратни харсăр та хăюллă геройсене ĕмĕр-ĕмĕрех паттăрла ĕçсем тума, ÿнерçĕсене вара искусствăн чаплă произведенийĕсене хайлама хавхалану кÿрсе тăрать.
Пирĕн республикăра хĕрарăмсем арçынсен вăйлă та тĕреклĕ хулĕ çине яланах таянма пултарасси, çаплах патшалăхăн витĕмлĕ пулăшăвне те туйсах тăрасси пирки эпĕ пĕртте иккĕленместĕп. Çурату сертификачĕ, пособисем, амăшĕн капиталĕ тата патшалăх пулăшăвĕн ытти тĕсĕсем телейлĕ те савăнăçлă ачасем хушăнсах пыракан çирĕп çемьесен йышне çулсерен ÿстерсе пыма лайăх никĕс хываççĕ.
Çуркуннехи çак ытарайми илемлĕ кун пĕтĕм хĕрарăма çирĕп сывлăх, ăнăçу тата ырлăх сунатăп! Ĕçĕрсем ăнса пыччăр, сире çывăх çыннăрсем яланах юратчăр, телейлĕ пулăр!
М.ИГНАТЬЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.
Дорогие женщины!
Примите искренние поздравления с Международным женским днем 8 Марта.
Женщина всегда – олицетворение тепла и уюта, источник вдохновения, воплощение заботы, терпимости и милосердия.
Среди вас есть известные политики и ученые, общественные деятели и руководители крупных предприятий и организаций, учителя и врачи, спортсмены и милиционеры, деятели культуры и служащие...
Мы, мужчины, отдаем должное вашей образованности, энергичности, предприимчивости, силе воли и преклоняемся перед вашей добротой, чуткостью, щедростью души, пониманием и готовностью пожертвовать всем ради спокойствия и благополучия своих родных и близких. В этот праздничный день желаю вам здоровья, мира и любви, счастья и радости, цветов и улыбок.
С уважением Генеральный директор ОАО “АККОНД”, депутат Государственного Совета Чувашской Республики В.Н.ИВАНОВ.
Хаклă ĕçтешĕмĕрсем, тивĕçлĕ канури ветерансем!
Сире Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Çак уяв çурхи тĕнче вăраннă, тавралăх ăшăпа, илемпе тулнă вăхăтпа пĕр килет. Эсир те, пирĕн обществăн маттур та сатур хĕрарăмĕсем, çынсене ыр кăмăллăх, чун ăшши парнелетĕр. Вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес тесе ырми-канми тăрăшатăр. Ахальтен мар Тăвайри кооператорсем республикăра лайăххисен йышĕнче. Пирĕн сферăра вăй хуракан 272 работникран 233-шĕ – хĕрарăмсем. Эсир ĕçре çитĕнÿсем туса пынисĕр пуçне, çемье хăтлăхне упрассишĕн, ачăрсене воспитани парассишĕн чунтан тăрăшатăр. Сире пурне те ăшă сăмахсем каласа тав тăватпăр, ырлăх-сывлăх, юрату тата тату пурнăç сунатпăр.
“Тăвайри кооператив” потребобщество.