00:00 15 февраля 2013 г.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин çурт-йĕре тÿлевсĕр приватизацилемелли тапхăра тăсма сĕнет. Çакăн пирки патшалăх пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков пĕлтернĕ.
Приватизаци ĕçне вĕçлеме вăхăт çителĕклех панă пулин те çĕр-шыв пуçлăхĕ хăйĕн сĕнĕвне пурнăçа кĕртессе шанать.
Тÿлевсĕр приватизаци Раççейре 1992 çултах пуçланнă. Ăна икĕ хутчен тăснă. Патшалăх планĕпе килĕшÿллĕн приватизацие кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле. Маларах чи çÿлти органсенче вăй хуракансем ăна урăх тăсма май çуккине пĕлтернĕччĕ. Çапла вара çурт-йĕре çитес икĕ çулта та тÿлевсĕрех харпăрлăха илес шанăç пур.