АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Эрнери планеркăра

00:00 12 февраля 2013 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ структура подразделенийĕсен, ĕç тăвакан влаçăн федераллă тата республика шайĕнчи органсен пай тата районти предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе планерка ирттернĕ, умĕнхи ĕçсене пĕтĕмлетсе, ку эрнери задачăсене палăртнă.
Районта администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке ялсенче пурăнакансемпе тĕл пуласси малалла пырать. Иртнĕ эрнере Чутейпе Йăнтăрчă тата Тушкил ял тăрăхĕсенчи ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă. Ку эрнере çавăн пек тĕл пулусем Тăвай, Тĕмер тата Мучар ял тăрăхĕсенче пулĕç.
Февралĕн 10-мĕшĕнче районта Пĕтĕм Раççейри “Йĕлтĕр йĕрĕ – 2013” массăллă чупу иртнĕ. Пĕр пин ытла çын хутшăннă йĕлтĕрпе чупма.
Февралĕн 13-мĕшĕнчен районти вĕренÿ учрежденийĕсенче право пĕлĕвĕсен уйăхлăхĕ пуçланать.
Февралĕн 14-мĕшĕнче районти тĕп больницăра сывлăх сыхлавĕн сферинчи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетеççĕ. Çак кунах культурăпа кану учрежденийĕсенче Çветтуй Валентин кунне халалланă уявсем иртĕç.
Районти службăсем, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисем харпăр хăйсен ĕçĕпе информацисем туса панă. Вĕсем тăрăх район пуçлăхĕ тивĕçлĕ хушусем тунă.
О.ЛОМОНОСОВ, пай начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика