АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кăçалхи иккĕмĕш анлă ларура

00:00 05 февраля 2013 г.

Ĕнер ял тăрăхĕсен ертÿçисен район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи Канашĕн кăçалхи иккĕмĕш анлă ларăвĕ пулса иртнĕ. Ăна Владимир Ванерке ертсе пынă, 2013 çулхи январьти ĕçсене тишкерсе пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевсем лартнă.
Администраци пуçлăхĕ январь вĕçĕнченпе районти ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулусем ирттерет. Вĕсенче иртнĕ çулхи ĕç итогĕсене сÿтсе яваççĕ, малашне пурнăçламалли задачăсене палăртаççĕ, ялсенче пурăнакансене пăшăрхантаракан ыйтусене пăхса тухаççĕ. Çак тĕл пулусенчех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хăйсен иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчетсем тăваççĕ, çитес тапхăрта пурнăçламалли ĕçсем пирки халăхпа канашласа килĕшÿ тупаççĕ. Тĕл пулусем Енĕш Нăрваш, Çĕнĕ Пуянкасси, Элпуç ял тăрăхĕсенче иртнĕ. Ку эрнере вĕсем Йăнтăрчă, Тĕмер тата Тушкил ял тăрăхĕсенче пулĕç. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тĕл пулусене халăха массăллăн явăçтарма, вĕсене вырăнти депутатсене, бюджетпа вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсене хутшăнтарма чĕнсе каларĕ. Çавăн пекех тĕл пулусене халăх пухăннипе усă курса шывпа тивĕçтермелли тата çÿп-çапа турттарса тухмалли тарифсем çирĕплетсе хăварма сĕннĕ.
Агропромышленноç сферинче çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленме пуçламалла, сĕт тата аш-какай туса илессине ÿстерсе пыма вăй хумалла, предприятисен налог парăмĕсене татма мерăсем йышăнмалла, çĕр пайĕсене йĕркелесе çитерес ĕçе активлăлатмалла. Ялсенчен пухăннă çÿп-çаппа ăпăр-тапăра илсе тухассине тивĕçтермелле. Тăвайри нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансемпе тĕп юсав тăвас ыйтусемпе пухăнса калаçни, ресурссемпе тивĕçтерекен организацисем умĕнчи парăмсене вăхăтра татни кирлĕ. Вĕренÿ сферинче оборонăпа массăллă ĕçсен уйăхлăхĕ активлăхпа палăртăр тесе тимлемелле.
Администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке районти пур предприятипе учрежденисен ертÿçисене те “Ачасен ячĕпе, ачалăхшăн” пулăшу марафонне, февралĕн 10-мĕшĕнче “Йĕлтĕр йĕрĕ – 2013” ятпа Пĕтĕм Раççейре йĕлтĕрпе массăллă чупассине хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ.
Анлă ларура район аталанăвĕпе çыхăннă ытти хăш-пĕр ыйтусене те сÿтсе явнă.
О.ЛОМОНОСОВ, пай начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика