00:00 25 января 2013 г.
Хаклă яшсемпе хĕрсем!
Сире Раççей студенчĕсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Татьяна кунĕ – маларах вĕреннĕ, халь вĕренекен тата пулас студентсен, çулсене пăхмасăр хăйсене çамрăк туякан мĕн пур çыннăн юратнă уявĕ!
Хальхи пурнăç пысăк ăсталăхлă пулма хистет. Çавна май, вăхăтпа тан утас тесен, тăтăшах вĕренес пулать. Мана пирĕн студентсен вĕренÿри, ăслăлăх ĕçĕ-хĕлĕнчи çитĕнĕвĕсем, çакна республикăри, Пĕтĕм Раççейри тата тĕнчери тĕрлĕ конкурсра çĕнсе илнĕ наградăсем ĕненмелле çирĕплетеççĕ, чăннипех савăнтараççĕ.
Хисеплĕ студентсем, республикăпа патшалăхăмăрăн малашлăхĕ мĕнлерех пуласси ытларах сиртен, Чăваш Енĕн пысăк пуласлăхлă ăрăвĕнчен, сирĕн пултарулăхри хастарлăхăртан тата эсир çирĕп тĕллевлĕ, пуçаруллă пулнинчен килет.
Сире çирĕп сывлăхпа чун хавалĕ, ырă шанăçпа çирĕп тĕллевлĕх, амбициллĕ плансем тата вĕсене пурнăçлама ăнăçу сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.