АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пулăшар ачана çут тĕнче курма

00:00 25 января 2013 г.

Тем тĕрлĕ чирлĕ çын та пур пирĕн хушăра. Уйрăмах пĕчĕк ачасене шалккă. Теприсем эмелпе кăна тытăнса тăраççĕ. Эмелĕсем вара хаклă, 100-шер пин тенкĕ тăраççĕ. Хăш-пĕрисенне мĕнле чирне те диагноз тĕрĕс палăртаймаççĕ. Ют çĕр-шыва илсе кайса тĕпчеттерме, операци тутарма тивет. Çав тăкака уйрăм çемье чăтайрас çук. Ун пек ĕçре пĕтĕм ялпа, районпа, республикăпа пулăшни кирлĕ.
Акă 3 çулхи Глеб Федоров. Амăшĕ унăн Нÿшкассинчен. Ачан куçĕ курмасть. Чире тĕпчеме тата ăна малашне мĕнле сиплемеллине пĕлме ăна Израиле илсе каймалла. Тĕпчев сумми кăна 300 пин тенкĕрен кая мар. Ăçтан пултăр ял çыннин çавăн чухлĕ укçа? Çитменнине амăшĕ хăй те чире пула ĕçлеймест пулсан? Эпир пурте пĕрле кар тăрса ыр кăмăллăх кăтартсан кăна пĕчĕк Глеб çут тĕнче илемне, ашшĕ-амăшĕн сăнне курма пултарĕ. Пулăшар пĕчĕкскерне çут тĕнчене курма, кам мĕн чухлĕ пама пултарать, эпир уншăн çукка юлас çук. Тумлам çумне тумлам, пăхатăн та тинĕс пулать. Сирĕн ыр кăмăллăхăр вара ачан, çывăх çыннисен чун-чĕрине ĕмрипех ăшăтса тăрĕ.
Укçа-тенкĕне çак адреспа куçарма ыйтатпăр:
Канашри 7507 номерлĕ Перекет банкĕн расчет счечĕ: 42307810275060039099 тата РФ Перекет банкĕн электронлă счечĕ 639002759003772179. Тел. 8–960-308-17-72.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика