АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чылай мероприяти иртĕ

00:00 22 января 2013 г.

Ĕнер администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке эрнери ĕç планерки ирттернĕ, унта умĕн тунă ĕçсене пĕтĕмлетнипе пĕрлех малаш тапхăр валли тĕллевсем палăртнă.
Ку эрнере районта пĕлтерĕшлĕ чылай мероприяти иртет. Январĕн 21-мĕшĕнчен “Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” пулăшу марафонĕ старт илнĕ. Организацисемпе предприятисен ертÿçисене вĕсем мĕнле харпăрлăхпа ĕçленине пăхмасăр марафонăн расчет счечĕ çине куçарма укçа пухма сĕннĕ.
Республика кунне Тăвай районĕнче ирттерессипе çыхăннă организациллĕ комисси ларăвĕ январĕн 22-мĕшĕнче иртет. Оргкомитет членĕсем уяв мероприятийĕсене хатĕрленсе тăвакан ĕçсем çинчен каласа параççĕ.
Январĕн 25-мĕшĕнче ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн спортзалĕнче ял тăрăхĕсем хушшинче мини-футболла выляса Тăвай районĕнче мала тухассишĕн ăмăртусем пулаççĕ.
Январĕн 26-мĕшĕнче йĕлтĕрпе чупса районта мала тухассишĕн ăмăртаççĕ.
Унтан планеркăра харпăр хăй енĕн ĕçĕсемпе полицин районти уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин, надзор ĕçĕн уйрăмĕн инспекторĕ А.Фролов, больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова, налог инспекцийĕн ертÿçин çумĕ В.Алексеева, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци начальникĕ А.Шакин, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисем, “Аль” “ДЮСШ-ФСК” автономлă учреждени директорĕ информацисем туса панă. Спорт комплексне иртнĕ эрнере 640 çын пынă, 8 организаци бассейна, тренажер тата вăйă залĕсене çÿреме килĕшÿсем тунă.
Информацисене итленĕ май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке хушусем панă. Ял тăрăхĕсен вара 2013 çулхи комплекслă компактлă застройка программипе проектпа смета докуменчĕсем тăвассине вĕçлемелле, физически лицосенчен пурлăхпа çĕр налогĕсен срокĕсем иртнĕ тÿлевĕсене илессине тивĕçтермелле.
Планеркăра ытти хăш-пĕр ыйтусене те сÿтсе явнă.
О.ЛОМОНОСОВ, пай начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика