АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Тăвайра

00:00 18 января 2013 г.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Акконд” УАО генеральнăй директорĕ, хамăр районти Тенеялĕнче çуралнă Валерий Николаевич Иванов тăван района тăтăшах килсе çÿрет.
Иртнĕ ытлари кун та вăл хăйĕн суйлавçисем патĕнче пулчĕ. “Акконд–агро фирма” хупă акционерлă обществăн сĕт-çу ферминче выльăх пăхакансемпе тĕл пулса калаçрĕ. Кунта халĕ 1220 пуç мăйракаллă шултра выльăх хĕл каçараççĕ, çав шутра – 550 сăвакан ĕне. 2012 çулта асăннă фермăри кашни ĕнерен вăтамран 5741 килограмм сĕт суса илнĕ. Хальхи вăхăтра ферма территорийĕнче çĕнĕ пăру вити тăвасси малалла пырать. Валерий Николаевич ĕçлекенсене Çĕнĕ çулпа ăшшăн саламланă, пурне те тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн тав тунă, çирĕп сывлăх, ăнăçусем суннă.
Унтан В.Иванов район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Ванеркепе тĕл пулнă, районта ял хуçалăх производствине малалла аталантарас ыйтусене сÿтсе явнă. Кăçал районти шкулсенче вĕренекенсене “Акконд” УАОна экскурсие илсе пырас ыйтăва та пăхса тухнă.
(Хамăр инф.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика