00:00 18 января 2013 г.
Чăваш пичечĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, пичет тата полиграфи ветеранĕсем!
Сире пурсăра та професси уявĕпе – Чăваш пичечĕн кунĕпе саламлатăп!
Журналистика, пичет ĕçĕ общество шухăш-кăмăлне йĕркелекен хăватлă хатĕр пулса тăрать. Пичет ĕçченĕсем ялан пурнăçри пулăмсен хушшинче пулаççĕ, вăхăтпа тан утма тăрăшаççĕ, çĕр-шывра, республикăра, районта, конкретлă вырăнта пулса иртекен лару-тăрăва вăхăтра та анлăн çутатса тăраççĕ, çивĕч ыйтусем çине хурав тупма пулăшаççĕ, тĕнчекурăмпа тавракурăма ÿстереççĕ, вулакансем патне çĕнĕ хыпарсем çитереççĕ, ырă малашлăхшăн кĕрешме, пурнăçа çĕнетсе пыма хавхалантараççĕ. Пурнăçăн тĕрлĕ сферинчи, законодательствăри улшăнусемпе çĕнĕлĕхсене те, коллективсемпе уйрăм ĕçченсен çитĕнĕвĕсем çинчен те хаçат-урлă пĕлетпĕр. Журналистсем, пичет ĕçченĕсем çитмен-курман вырăн, çырса кăтартман тема юлман темелле. Ÿлĕмрен те çапла харсăр пулăр, малашлăха çул уçса пырăр.
Пичет ĕçченĕсемпе полиграфи ветеранĕсене, обществăлла корреспондентсене професси уявĕпе саламласа çирĕп сывлăх, телейлĕ кун-çул, творчествăлла ăнăçусем сунатпăр.
“Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕ.