00:00 15 января 2013 г.
Хисеплĕ журналистсем, кĕнеке-хаçат кăларакансем тата полиграфистсем!
Сире Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!
Чăваш Республики – районсемпе хуласенче тухса тăракан пĕтĕм хаçат-журнал сыхланса юлнă кăна мар, малалла та аталанакан Раççейри нумай мар регионсенчен пĕри. Мĕн пур поселенире пурăнаканах районти тата ялти çĕнĕ хыпарсемпе хăйĕн тăван чĕлхипе тăтăшах паллашса тăма пултарать.
Пирĕн тăван республикăри пичет продукцийĕн тĕнчи анлă та тĕрлĕ енлĕ: ку вăл обществăпа политика хаçачĕсем те, çамрăксем валли тухса тăракан тематикăллă хаçат-журнал та, тулли тĕспе пичетленекен йышлă полиграфи кăларăмĕ те. Чăваш Ен территорийĕнче пĕтĕмпе 120 яхăн пичет кăларăмĕ шута илнĕ.
Вулакансен нумай пинлĕ йышне лайăх пахалăхлă, çивĕч те тĕрĕс информаципе васкавлăн тивĕçтерсе тăрассипе çыхăннă яваплă тĕллеве пурнăçлакан журналистсен пĕлтерĕшне хак пама та йывăр. Хаçат-журнал ĕçченĕсем республикăри обществăпа политика пурнăçĕнчи тата социаллă пурнăçпа экономикăри питех те пĕлтерĕшлĕ пулăмсене объективлăн çутатса тăраççĕ. Вĕсен професси ăсталăхне, пысăк яваплăхне тата ырми-канми ĕçченлĕхне пула Чăваш енре пурăнакансем нумай-нумай усăллă хыпарпа паллашаççĕ, обществăра ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсем вăй илсе çирĕпленеççĕ, республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем информаци тĕлĕшĕнчен витĕмлĕ пулăшу илсе тăраççĕ.
Мĕн пур журналиста, полиграфи отраслĕн ĕçченне çирĕп сывлăх, чи лайăххине, малашлăха шанчăклăн пăхма, телей тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.