АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Журналистсен уявĕ пулать

00:00 15 января 2013 г.

Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕнче, январĕн 19-мĕшĕнче Чăваш пичечĕн кунне халалланă мероприяти пулать. Фойен иккĕмĕш хутĕнче курав ĕçлет, унта республикăри хаçат-журналсен коллективĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарĕç. 11 сехетре концерт программи пуçланать.
Чăваш журналистики 1905 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче хăйĕн никĕсне хывнă. Çак кун “Хыпар” хаçатăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă. Ăна Николай Никольский ученăй–педагог алă пусса кăларнă.
“Чăваш автономи облаçĕнчи революци комитечĕн хыпарĕ”, “Чăваш тĕнчи”, “Ĕç хаçачĕ” ятлă пичет кăларăмĕсем пирĕн халăхăн летопиçĕсем пулса тăнă. “Çĕрпÿри халăх хаçачĕ”, “Шупашкар пурнăçĕ”, “Шупашкар земствин хаçачĕ”, “Ĕç ялавĕ”, “Етĕрнери хресченсемпе рабочисен тата салтак депутачĕсен хыпарĕ”, “Самана” ятсемпе те тухнă чăваш хаçачĕсем ĕлĕк, хресченсен пурнăçне ырă витĕм кÿнĕ.
“Ана”, “Çĕр ĕçлекен”, “Ана-çаран”, “Шурăмпуç”, “Атăл юрри” пĕрремĕш журналсене те çынсем юратсах вуланă.
Тăвай районĕнче 1935 çулта “Большевикла колхозшăн” ятпа хаçат тухма пуçланă. Ăна А.Ф.Каховский хатĕрленĕ. Вырăнти пичет кăларăмĕ “Сталин ялавĕ”, “Ленинец” ятлă та пулнă каярахпа. Халĕ – “Ял ĕçченĕ”. Кĕçех район хаçачĕ 78 çул тултарать, Тăвай ен историне çырас енĕпе хăйĕн пĕлтерĕшне ÿстерсех пырать.
Л.ЛЕОНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика