00:00 11 января 2013 г.
2013 çулхи пĕрремĕш ĕç планеркине район администрацийĕнче халичченхи пек тунти кун мар, праçниксене пула юн кун, январĕн 9-мĕшĕнче ирттернĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынă. Унта Çĕнĕ çулпа раштав праçникĕсем вăхăтĕнчи уяв мероприятийĕсене мĕнле йĕркелесе ирттернине, правăпа хăрушсăрлăх, уяв кунĕсенче халăхăн пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе епле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ.
Владимир Алексеевич çакна палăртнă: çывăх вăхăтра районăн 2012 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн итогĕсене пĕтĕмлетни, кăçал валли конкретлă задачăсем лартни, район администрацийĕн пур секторĕпе пайĕсен те ĕç планĕсем туни кирлĕ.
Администраци пуçлăхĕн çумне – строительство, çул-йĕр, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникне Анатолий Алексеева районти ял поселенийĕсем 2013 çулта комплекслă компактлă застройкăсен программипе проектсен конкурсне хутшăнмашкăн проектпа смета документацийĕсем туса çитерессине хăвăртлатма хушнă.
Финанс пайĕн пуçлăхĕ Александр Сергеев Тăвай районĕн 2012 çулхи консолидациленĕ бюджетне тата ял поселенийĕсен бюджечĕсене мĕнле пурнăçлани çинчен информаци туса панă. Малтанхи даннăйсем тăрăх, 2012 çулта район бюджетне тупăшсем 227785145,22 тенкĕ е планланин 99,9 проценчĕ чухлĕ пырса кĕнĕ. Харпăр хăйĕн налогĕсем тата налогпа çыхăнман тупăшсем район бюджетне пурĕ 43352574,12 тенкĕ е планланин 100,6 проценчĕ чухлĕ пуçтарăннă. 2012 çулта район бюджечĕн тăкакĕсем 226633820,42 тенкĕпе е планланин 98,9 проценчĕпе танлашнă.
Район бюджечĕн профицичĕ – 1151324,78 тенкĕ. Тĕллевлĕ усă курмалли укçа-тенкĕ юлашкийĕ – 1535508,36 тенкĕ.
ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Зинаида Гаврилова 2012 çулхи демографи даннăйĕсемпе паллаштарнă: пĕлтĕр 183 ача çуралнă (2011 çулта – 174), 266 çын вилнĕ (2011 çулта – 288), 79 мăшăр пĕрлешнине (2011 çулта – 104) тата 30 мăшăр уйрăлнине (2011 çулта – 39) регистрациленĕ.
Праçниксен кунĕсенче ятарлă службăсем мĕнле ĕçлени çинчен районти полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин тата районти надзор пайĕн начальникĕ Владимир Михайлов каласа панă.
Планеркăра çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме проектпа смета докуменчĕсем туса хатĕрлессине вăйлатас, ялсенчи пур урама тата тротуарсене юртан вăхăтра лайăх тасатса тăрас, урамсене çутăпа йĕркеллĕ тивĕçтерес ыйтусене те пысăк тимлĕхе хунă.
Район пурнăçĕпе çыхăннă ытти актуаллă ыйтусене те сÿтсе явнă.
О.ЛОМОНОСОВ, пай начальникĕ.