АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Саламлатпăр

00:00 01 января 2013 г.

“Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕ пичет тата полиграфи ĕçĕн ветеранĕсене, обществăлла тата çамрăк корреспондентсене, вулакансене Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламлать, пурнăçра çитĕнÿсем, ăнăçупа телей сунать.
 
“Тăвайри кооператив” потребобществăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем, паянхи кун хавхаланса вăй хуракансем!
Çывхарса килнĕ Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе ăшшăн саламлатпăр.
Ĕçĕр-хĕлĕр ăнса пытăр сирĕн ялан, пурнăçра малти ретре пыма, коллектив умĕнче тăракан пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене татса пама вăй-хал сунатпăр.
2013 çул кашни çемьене иксĕлми телей, çирĕп сывлăхпа вăрăм ĕмĕр, савăнăçпа шанчăк илсе кĕтĕр. Ĕмĕтленни пурин те пурнăçа кĕрсе пытăр.
“Тăвайри кооператив” потребобщество администрацийĕ.
 
 
Хисеплĕ ĕçтешĕмĕрсем, тивĕçлĕ канури хаклă ветерансем!
Сире Çĕнĕ çул ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, çутăлăхпа шанăçлăх, ырă туйăмсем сунатпăр. Иртнĕ çула эсир ĕçри пысăк çитĕнÿсемпе вĕçлерĕр. Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсаса йĕркене кĕртессипе, тирпей-илем кÿрессипе сахал мар ĕç тунă. Малашлăх валли тĕллевсем тата пысăкрах. Эсир халăхшăн, район ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшасса шансах тăратпăр.
Уявсене çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа кĕтсе илĕр, палăртнă ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр.
“Коммунальник” общество администрацийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика