00:00 28 декабря 2012 г.
Умра – Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсем. Эсир хăвăр ертсе пыракан ĕç коллективне, е коллектив уйрăм ĕçлекене, ĕçтешĕрсене, тăванăрсемпе пĕлĕшĕрсене уявсен ячĕпе саламлама манман-и? Уяв саламĕ кирек кама та хавхалантарать, ĕçлес, пурăнас хавхана ÿстерет, вăй-хал хушать. Саламлă сăмахсем илекен хăйне коллектив, ял-йыш, çемье хисепленине, хăй ыттисемшĕн кирлине туять. Салам сăмахĕсем, ырлăх-сывлăх сунни чуна ăшăтаççĕ. “Ял ĕçченĕ” хаçат Сире ку тĕлĕшпе пулăшма ялан хатĕр.
Саламлăр, ырă сунăр, унпах парăмра юлмăр.
Çĕнĕ 2013 çулпа, Вулаканăмăр!