00:00 25 декабря 2012 г.
Ĕнер, декабрĕн 24-мĕшĕнче, район администрацийĕнче унăн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынипе эрнелĕх ĕç планерки иртнĕ, умĕнхи эрнере тунă ĕçсене пĕтĕмлетсе, малашлăх задачăсем палăртнă.
Пирваях пурнăçламалли ĕçсене уйăрса, В.Ванерке район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне – строительствăпа çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникне А.Алексеева ял поселенийĕсем комплекслă компактлă застройка тĕлĕшпе планпа пăхнă ĕçсене вĕçленине контроллеме хушнă. Администрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисен районти приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлассипе, 2013 çулта Республика кунне районта хатĕрленсе кĕтсе илессипе, ялсенче çулсемпе тротуарсене вăхăтра тасатса тăрассипе, çĕнĕ çул праçникĕсен вăхăтĕнчи мероприятисене лайăх та хăрушлăхсăр ирттерессипе, физически лицосенчен пурлăх налогĕсене туллин пухса çитерессипе ĕçсене активлăлатмалла.
Финанс пайĕн начальникĕ А.Сергеев 2012 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕ тĕлне районăн консолидациленĕ бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен информаци туса панă. Экстренлă службăсен иртнĕ эрнери ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашнă.
Паян, декабрĕн 25-мĕшĕнче, администраци залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетсĕр ларăвĕ иртет. Çак кунах Киччĕре юсаса лайăхлатнă культура çуртне уçма палăртнă.
Декабрĕн 26-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕ умĕнчи площадьре тĕп Çĕнĕ çул елкине уçаççĕ.
Планеркăра район пурнăçĕн аталанăвĕн ытти хăш-пĕр ыйтăвĕсене те сÿтсе явнă.
О.ЛОМОНОСОВ, пай начальникĕ.