АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăх

00:00 21 декабря 2012 г.

Кĕçнерни кун, раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче, район администрацийĕн залĕнче Тăвай енри депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулнă.
Унăн ĕçне ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрне пулăшакан, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнмалли конкурса йĕркелекен комисси председателĕ Алексей Яковлев, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ – шалти политика Управленийĕн начальникĕ Юрий Васильев, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Ванерке, районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, прокуратура представителĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем хутшăннă.
Конкурс çĕнтерÿçи Владимир Алексеевич Ванерке пулнине пĕлтернĕ.
Ларăвăн кун йĕркинчи ыйтăвĕсене пăхса тухса депутатсем Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнмалли конкурс комиссийĕн йышăнăвĕпе пĕр саслă пулса килĕшнĕ. Тăвай районĕнчи депутатсен Пухăвĕн пиллĕкмĕш сасăлаври депутатсен полномочийĕсен вăхăчĕ тухиччен район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма В.Ванеркене уйăрса лартнă. Депутатсен Пухăвĕн председателĕпе Владислав Васильевпа район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхĕ Владимир Ванерке çакăн пирки килĕшÿ çырнă.
В.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика