00:00 14 декабря 2012 г.
Раштавăн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Кремлĕн Пысăк керменĕн Георгий залĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин çуллен Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне яракан Çырăва вуласа панипе çыхăннă церемоние хутшăннă. Чăваш Республикинчен унта çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов та пулнă.
Ку Çыру Раççей Федерацийĕн Президентне тепĕр хут суйланнă Владимир Путиншăн пĕрремĕш пулчĕ. Палăртни вырăнлă, раштавăн 12-мĕшĕнче Раççей Конституцине йышăннăранпа 19 çул çитнĕ, унсăр пуçне çĕнĕ Раççей историйĕнче çĕр-шыв Пуçлăхĕн çак Çырăвĕ шучĕпе те 19-мĕш.
Владимир Путин хăйĕн Çырăвĕнче çĕр-шыв аталанăвĕн малашлăхĕпе çыхăннă пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çинче чарăнса тăнă. “ХХI ĕмĕрте тĕнчере экономика, цивилизаци, çар хăвачĕ çĕнĕлле шайлашнă май Раççейĕн суверенлă тата витĕмлĕ çĕр-шыв пулмалла. Пирĕн шанчăклă аталанмалла кăна мар, наци тата ăс-хакăл тĕлĕшпе хамăрăн уйрăмлăха упраса хăвармалла, наци пулса упранса юлмалла. Раççей пулса юлмалла”, – тенĕ.
Раççей Президенчĕ çĕр-шывра, федерацин кашни субъектĕнче пайăррăн демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине, çынсен пурнăç тăршшĕ вăрăмланнине палăртнă.
Чăваш Ен пуçлăхĕ Раççей Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче федераци тата регионсен влаçĕсен умне татăклă тĕллевсем лартнине палăртнă. “Çĕр-шывра паян мĕн тăватпăр – хăйĕн политика документĕнче Владимир Владимирович Путин çакна пĕтĕмпех ĕç çыннипе çыхăнтарчĕ. Пирĕн республикăра резервсем, хăват пур, пирĕн вĕсемпе туллин усă курмалла”, – тенĕ Михаил Игнатьев.