00:00 11 декабря 2012 г.
Хаклă ентешĕмсем!
Сире патшалăхăн тĕп уявĕсенчен пĕрин – Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕ – ячĕпе чĕререн саламлатăп!
1993 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче пĕтĕм халăх референдумĕнче Раççей Федерацийĕн патшалăх тата общество тытăмне йĕркелекен, çын тата гражданин прависемпе ирĕкĕсене çирĕплетекен Тĕп Саккунне йышăннă.
Çав кунран демократи право патшалăхĕн строительствин çулĕ çине тăнă çĕнĕ Раççей çуралнă. Çак уяв паян Раççейĕн кашни çыннишĕн, Тăван çĕр-шыв шăпине çывăха илекенсемшĕн, килес ăрусем аслă çĕр-шывпа мăнаçланччăр текенсемшĕн пуриншĕн те çывăх.
Çын прависемпе ирĕкĕсене чи аслă хаклăх вырăнне хурса йышăнни, пĕр çын интересĕсене ыттисен интересĕсемпе çураçтарни, халăхăн пурлăхпа тата ăс-хакăлпа çыхăннă ырлăхĕ – Чăваш Ен влаç органĕсем хăйсен кулленхи ĕç-хĕлĕнче никĕс вырăнне хуракан принципсем. Пирĕн нумай нациллĕ республикăра пурăнакансем Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнче çирĕплетнĕ тĕп нормăсемпе принципсене пăхăнни умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçламалли никĕс пулса тăрать.
Чăваш Енре пурăнакансене пурне те çирĕп сывлăх, Тăван çĕр-шыв ырлăхĕшĕн пурнăçлакан ĕçре çитĕнÿсем, чунпа лăпкă пулма тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.