00:00 11 декабря 2012 г.
Ĕнер, йăлана кĕнĕ тăрăх, эрнелĕх планерка иртнĕ район администрацийĕнче. Ăна Владимир Ванерке ертсе пынă. Яланхи пекех, иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетсе, малашнехи задачăсене палăртнă.
Ку эрнери пĕлтерĕшлĕ мероприятисенчен чи малтанах декабрĕн 15–16-мĕшĕсенче “Аль” ФСК, ДЮСШ тата Тăвайри вăтам шкул никĕсĕ çинче яллă районсенчи арçынсемпе хĕрарăмсен командисем хушшинче волейболла выляссипе иртекен Чăваш Ен чемпионатне палăртмалла.
Тĕп задачăсенчен çаксем пулĕç: çулсене, урамсемпе тротуарсене юртан вăхăтра тасатса тăрасси, физически лицосенчен пурлăх налогне туллин пухасси, Çĕнĕ çул мероприятийĕсене йĕркеллĕ хатĕрленсе хăрушсăр ирттересси.
В.Ванерке финанс пайĕн начальникне А.Сергеева районти çул çитмен вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçине республикăри пĕлтерĕш пайне çитерме хушнă. Экономика пайĕн начальникĕн Л.Бериллон районти предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе налог парăмĕсене татассипе уйрăммăн ĕçлемелле, “МСО “Янтиковская” тата “Сельхозхими” уçă акционерлă обществăсен, физически лицосен парăмĕсем пысăк.
Районăн консолидациленĕ бюджечĕ мĕнле пурнăçланса пынипе информаци итленĕ.
Ятарлă службăсен ертÿçисем иртнĕ эрнери ĕçĕсем çинчен информацисем туса панă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В.Ванерке должноçри яваплă çынсене районта Республика кунне ирттерессипе çыхăннă ĕçсемпе, нумай хваттерлĕ çуртсенче тата тĕп больницăра юсав ĕçĕсене вĕçлессипе хушусем панă.
Район пурнăçĕнчи ытти хăш-пĕр ыйтусене те сÿтсе явнă.
О.ЛОМОНОСОВ, пай начальникĕ.