00:00 04 декабря 2012 г.
Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен Канашĕн анлă ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, федераллă тата республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен районти уйрăмĕсен, райцентрти предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă. Ларăва ертсе пынă район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Ванерке кăçалхи 11 уйăхри ĕç итогĕсене малтанлăха пĕтĕмлетнĕ, унтан çывăх малашлăх валли задачăсем палăртнă.
Васкавлă татса памалли задачăсен шутĕнче – 2012 çулхи ноябрь пуçламăшĕнчех тÿлев срокĕсем тухнă транспорт, пурлăхпа çĕр налогĕсене пухса çитересси. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене асăннă налогсене туллин пухас ĕçре налог инспекцине пур енлĕ пулăшу пама хушнă. Райцентрти тата ялсенчи çулсемпе тротуарсене, автотранспорт çулĕсене юртан вăхăтра пахалăхлă тасатса тата урамсене çутатассине йĕркелесе тăрасси, ялсенче комплекслă компактлă застройка тумалли программăпа хатĕрленÿ ĕçĕсене вĕçлесси – халĕ пурнăçламалли ĕçсем. Контейнерсенчи çÿп-çапа, йăлари хытă каяшсене илсе тухасси те куллен тимлемелли ĕçсен шутне кĕрет.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2012 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнчи 138-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн, Тăвай районĕ муниципаллă районсемпе хуласен округĕсен Республика кунне уявлассипе çыхăннă мероприятисене хăйсен территоринче ирттерессишĕн пынă конкурсĕнче çĕнтернĕ тесе йышăннă. Республика Кунне уявлассипе çыхăннă мероприятисене Тăвай районĕнче хатĕрленсе ирттерессипе ĕçлекен комитет ларăвĕ кăçалхи декабрĕн 5-мĕшĕнче райадминистраци залĕнче пулать.
Декабрĕн 7-мĕшĕнче Тăрмăшри ял тăрăхĕнче Чăваш Республикинчи çĕнĕрен суйланнă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен Палата ларăвĕ иртет.
Канашăн анлă ларăвĕнче Владимир Ванерке Çĕнĕ çул праçникĕсене хатĕрленсе кĕтсе илессипе, çуртсен фасачĕсене илемлетессипе тата елкăсем вырнаçтарма хатĕрленессипе тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттерме пуçăнма хушрĕ.
Районти прокуратурăн, полици уйрăмĕн, надзор ĕçĕн уйрăмĕн, тĕп больницăн представителĕсем хăйсен ĕçĕпе информацисем туса панă.
Анлă ларура район пурнăçĕн аталанăвĕпе çыхăннă ытти хăш-пĕр ыйтăвĕсене те сÿтсе явнă.
О.ЛОМОНОСОВ, пай начальникĕ.