00:00 27 ноября 2012 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В.А.Ванерке ĕнер эрнелĕх ĕç планерки ирттернĕ.
Планеркăра администраци пуçлăхĕн çумне – строительствăпа çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникне Анатолий Алексеева районти муниципаллă бюджет организацийĕсенче юсав ĕçĕсем пурнăçламашкăн проектпа смета документацийĕсем туса хатĕрлессипе активлăха вăйлатма тата çавăн пекех хĕллехи вăхăтра çулсене пăхса тăракан подрядлă организацие палăртассипе ĕçлеме хушнă.
Ял поселенийĕсенче “Ял поселенийĕсен 2013 çулхи тата 2014–2015 çулсенчи планлă тапхăр бюджечĕ çинчен” проекта халăхпа сÿтсе явасси малалла пырать. Çакăн çинчен финанс пайĕн начальникĕ Александр Сергеев пĕлтернĕ.
Районти экстреннăй службăсем иртнĕ эрнере мĕнле ĕçлени çинчен информацисем туса панă.
В.Ванерке çавăн пекех должноçри яваплă çынсене нумай хваттерлĕ çуртсене тата районти тĕп больницăна тĕп юсав тăвассине палăртнă сроксенче вĕçлессипе, муниципаллă учрежденисен ресурссемпе тивĕçтерекен организацисемпе вăхăтра расчетсем тăвассипе, Çĕнĕ çулхи мероприятисене хатĕрленсе ирттерессипе, Тăвай ялĕнче ача сачĕ тата стадион тумалли проектпа смета документацийĕсем хатĕрлессипе çине тăма хушусем панă.
О.ЛОМОНОСОВ, пай начальникĕ.