00:00 07 ноября 2012 г.
Район администрацийĕн актовăй залĕнче администраци пуçлăхĕ Юрий Васильев ертсе пынипе эрнелĕх ĕç планерки иртнĕ, умĕнхи эрнере тунă ĕçсене пĕтĕмлетсе, ку эрне валли задачăсем палăртнă.
Тăвай районĕ 2013 çулта районта Республика Кунне ирттерессишĕн тăрăшать. Çавна май Юрий Егорович администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне Владимир Ванеркене праçнике йĕркелесе ирттерессипе ĕçлекен комитетăн ларăвне ирттерме тата хатĕрленÿ ĕçĕсен тĕплĕ планне тăратма хушнă.
Ку эрнере ялсенчи çĕнĕ урамсене электрификацилессине тата Тăвай ялĕнчи Молодежнăй урамри çула юсассине вĕçлемелле. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене урамсене çутатассине тивĕçлĕ йĕркелесе тăма, çынсем уйрăмах нумай çÿренĕ тĕттĕм вăхăтсенче çутăпа тивĕçтерме сĕннĕ.
Районта 2013 çул валли муниципаллă бюджета йĕркелессипе малалла ĕçлеççĕ. Финанс пайĕн начальникне Александр Сергеева район бюджечĕн проектне туса хатĕрлессине вĕçлеме, кăçалхи бюджета улшăнусем кĕртессине район депутачĕсен Пухăвĕн 2012 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнчи черетлĕ ларăвĕнче пăхса тухма хатĕрлесе çитерме хушнă.
2012 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче 2011 çулшăн пурлăх, çĕр, транспорт налогĕсем тÿлемелли срок вĕçленнĕ. Вăхăтра ĕлкĕрейменнисен вĕсене пенясемпе штрафсем хушăниччен халĕ те пулин хăвăрт тÿлесе татма кирли çинчен каланă районсем хушшинчи налог инспекцийĕн специалисчĕ Валентина Алексеева.
Çавăн пекех районти экстреннăй службăсем иртнĕ эрнере мĕнле ĕçлени çинчен информацисем туса панă.
Планеркăра район пурнăçĕн аталанăвĕпе çыхăннă ытти хăш-пĕр актуаллă ыйтусене те сÿтсе явнă.
О.ЛОМОНОСОВ, пай начальникĕ.