00:00 02 ноября 2012 г.
Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шыв Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявлать.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ячĕпе Раççей Президентĕнчен Владимир Путинран саламлă открытка çитнĕ. Унта çапла каланă: “Çак уяв темиçе ĕмĕр йĕркеленсе пырать, наци астăвăмĕн уйрăм страницисене çутатать. 400 çул каялла пăтравлă вăхăта çĕнтерсе пирĕн халăх Тăван çĕр-шывăн ирĕклĕхне, никама пăхăнманлăхне хÿтĕлесе хăварнă, патшалăх никĕсĕсене çирĕплетнĕ. Паттăрлăхпа палăрнă çак тапхăр, çĕр-шыв историйĕ çапла вĕрентет: пĕрлĕхе, граждансен пĕр шухăшлăхне, хамăрăн йăла-йĕркене тата ăс-хакăл пуянлăхне упраса çеç эпир палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пултарăпăр”.
Аса илтеретпĕр: 400 çул каялла, 1612 çулта, Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă халăх ополченийĕн салтакĕсем Китай-хулана штурмланă, Мускава Польша интервенчĕсенчен ирĕке кăларнă, халăх паттăрлăхĕпе пĕрлĕхĕн тĕслĕхне кăтартса панă.
Саламлă телеграммăсемпе открыткăсем çавăн пекех ĕç тăвакан, саккун кăларакан влаçăн территори тата федераци органĕсен, федераци субъекчĕсен ертÿçисенчен тата ыттисенчен те килеççĕ.