АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Анлă ларура

00:00 30 октября 2012 г.

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Васильев ертсе пынипе ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен Канашĕн 11-мĕш анлă ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ кăçалхи 10 уйăх итогĕсене малтанлăха пĕтĕмлетнĕ тата çывăх малашлăх валли задачăсем палăртнă.
Çак кунсенче пурнăçламалли ĕçсенчен пĕри вăл – 2011 çулшăн транспорт, пурлăх тата çĕр налогĕсене туллин пухса çитересси. Вĕсене тÿлемелли срок 2012 çулхи ноябрь пуçламăшĕнче тухать.
Ял хуçалăх производствин сферинче пур усă курман çĕрсене те ял хуçалăх çаврăнăшне кĕртесси пулса тăрать. Паянхи куна çавăн пек 531 гектар çĕртен 388 гектарне ĕçлесе хатĕрленĕ.
Районта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх комплексне çĕнетсе йĕркелессипе, пуринчен ытла нумай хваттерлĕ çуртсене тĕп юсав тата харпăр хăй хваттерĕсене газпа "электроэнергипе" ăшăтмалла тăвассипе, ĕçлеççĕ. Кăçал нумай хваттерлĕ 10 çурта çакнашкал ăшăтмалла тунă. Республикăри адреслă программăна пурнăçласа Тăвайри Ленин проспектĕнчи 10-мĕш номерлĕ çурта тĕп юсав тăваççĕ, тăррине витессине тата инженери сечĕсене йĕркелессине вĕçленĕ, фасада юсаççĕ. Асăннă ĕçсене пурнăçлама 1580,2 пин тенкĕ уйăрнă, çав шутра ЖКХна реформăлама пулăшмалли фондран – 903 пин, республика бюджетĕнчен – 298,1 пин тенкĕ.
Хальхи вăхăтра нумай хваттерлĕ 5 çуртăн тăррине витеççĕ, виçĕ çуртра ку ĕçе вĕçленĕ. Строительная урампа Ленин проспектĕнчи 3 çуртра электричествăпа тивĕçтерессине тĕпрен çĕнетнĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама пур шайри бюджетсемпе çуртсен хуçисен укçи-тенки 12501,5 пин тенкĕпе танлашать.
Ялсенчи хăш-пĕр çĕнĕ урамсене электрификацилес ыйту çав-çавах çивĕч тăрать. Ю.Васильев ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене, администраци пуçлăхĕн çумне – строительствăпа çул-йĕр тата ЖКХ пайĕн начальникне çакна валли кĕске сроксенче ирĕк илсе кăçалхи ноябрĕн 10-мĕшĕччен çĕнĕ урамсене элекричествăпа тивĕçтерме хушнă.
Анлă ларура район аталанăвĕпе çыхăннă ытти хăш-пĕр ыйтусене те сÿтсе явнă.
О.ЛОМОНОСОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика